АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене пăхмасăр _ малалла

27 декабря 2016 г.

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе пысăк пресс-конференци иртрĕ. Кăçал унта хутшăнма Раççейрен тата ытти çĕршывсенчен 1437 журналист аккредитаци илнĕ.

Пресс-конференцири калаçусене "Россия-1", "Россия-24" тата Пĕрремĕш каналсемпе трансляцилерĕç, çавăн пекех тỹрĕ калаçăва радиостанцисемпе те пачĕç.

Нина Мазякова, районти "АВАНГАРД" хаçатăн тĕп редакторĕ:

_ Пресс-конференцие творчество коллективĕпе пĕрле итлерĕмĕр. Мана уйрăмах Раççей ертỹçи Владимир Путин çĕршыври йывăрлăхсене пăхмасăр ял халăхĕн пурнăçне малалла та аталантарас пирки пайăрлă каланă сăмахсем кăмăла кайрĕç. Çакă уйрăмах ял çыннине, çĕр ĕçченне çывхарса килекен Çĕнĕ çулта та хавхаланса ĕçлеме шанăç парать. Кашни çын тăрăшса та тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесен çеç ырă улшăну пулĕ.

Василий Селиванов, ĕç ветеранĕ, "АВАНГАРД" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ:

_ Журналистсен кашни ыйтăвне Владимир Владимирович конкретлă тата тĕслĕх- семпе çирĕплетсе хуравларĕ. Чăнах та паян мĕн пур тытăмрах начар мар ỹсĕмсем пуррине пирĕн çĕршыв ертỹçи шалти тата тулашри политикăпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра тата пĕлсе татса панипе сăлтавлама пулать. Кăçал ял хуçалăх отраслĕнче нихăçан пулман пысăк тухăçлă тĕш-тырă пухса кĕртнипе те мăнаçланмалла. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел районĕ те республикăра кăтартуллисен йышĕнче пулни кăмăллă.

Наталия Никитина, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи:

_ Хамăрăн ĕçпе эпир тăтăшах журналистсемпе, хальхи вăхăтра "тăваттăмĕш влаç" тесе хаклакан яваплă специалистсемпе çыхăнса ĕçленĕрен, тăватă сехете яхăн тăсăлнă пысăк пресс-конференцине итлесе ларма питĕ кăсăклă пулчĕ. Раççей Президенчĕ 48 журналист ыйтăвне туллин тивĕçтерчĕ. Чăнах та, çĕршыв ертỹçине паянхи çăмăл мар вăхăтра кăткăс йышăнусене питĕ хăвăрт тума пултарни уйăрса тăрать. Пресс-конференцире те вăл яр уççăн сисĕнчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика