27 декабря 2016 г.
Çак кунсенче РФ премьер-минситрĕн Дмитрий Медведевăн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн районта йĕркеленĕ ятарлă комисси Патăрьелĕнчи магазинсенче сывлăх- шăн сиенлĕ спирт тытăмлă шĕвексем, "фанфуриксем" сутнине тĕрĕсленĕ. Рейд вăхăтĕнче "Çăлкуç", "Взлет-центр", "Алина", "Лекарь", "Бытовая химия", "Заходи", "Светлана" уйрăм хуçасен магазинĕсенче, райпон "Сельхозпродукты" магазинĕнче пулнă. Тĕрĕслев ăнăçлах вĕçленнĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсем пулман.
Пирĕн районта 250 яхăн магазинпа аптека шутланать. Çывăх вăхăтра рейд членĕсем вĕсене те çитсе ятарлă тĕрĕслевсем ирттерĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)