АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай

27 декабря 2016 г.

Патăрьел район администрацийĕ йĕркеленипе Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи экономистсем, çĕр ыйтăвĕ- пе ĕçлекен ял хуçалăх специалисчĕсем, нумай функциллĕ центр-та ĕçлекенсем тĕл пулса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çулталăка пĕтĕмлетнĕ.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов кĕскен ял хуçалăх кăтартăвĕсем тата кăнтăр районĕсем хушшинче Патăрьелсем иккĕмĕш вырăн тухнипе, çитес çул валли палăртнă тĕллев- семпе паллаштарнă. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма, продукци туса илессине лайăхлатма тăрăшни, хĕле валли апат çителĕклĕ хатĕрлени çинчен те пĕлтернĕ. Çавăн пекех Рудольф Васильевич çулталăк пуçланнăранпа 22 инвестици проекчĕ хута кайнине, 60 ĕç вырăнĕ хушăннине каланă.

Хăнасем Ыхра Çырминчи Р. Санзяповăн аш-какая тирпейлекен цехне, Анат Туçари В. Кузнецовăн вăрлăх сухан управне, çитес вăхăтра хута каякан Шăнкăртамри "Али" кооперативăн объектне, нумай функциллĕ центрăн çуртне çитсе курнă.

Цифрăсемпе фактсем

Агропромышленность комплексĕнче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пĕр сменăра виçĕ тонна аш-какай тирпейлекен цех, пахча çимĕçе хĕл каçарма _ тăватă, тыр-пул валли виçĕ управ хута кайнă.

Икĕ фермер фермăсем тунă.

Ял хуçалăх предприятисене тата фермер хуçалăхĕсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ пĕр гектар çĕршĕн пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика