АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Институт директорĕ _ Петр Краснов

27 декабря 2016 г.

 ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорне Петр Степанович Краснова çирĕплетнĕ.

П. Краснов Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçалта 1956 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. 1978 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен "Физика" специальноçпа вĕренсе тухнă. 1997 çулта Питĕрти патшалăх техника университетĕнче "Экономика тата предприятие ертсе пырасси" специальноçпа диплом илнĕ. Аспирантура пĕ-тернĕ, вăл _ философи ăслăлăхĕсен кандитачĕ.

Институт Петр Степановичшăн ют заведени мар, 1985-1991 çулта вăл кунта (ун чухне _ Чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăх-тĕпчев институчĕ) ăслăлăхăн аслă ĕçченĕнче вăй хунă. Петр Краснов _ 2 кĕнеке, 30 ăслăлăх статйин авторĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика