30 декабря 2016 г.
Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Геройĕ Н. Гаврилов генерал- лейтенант парнисене çĕнсе илессишĕн пынă ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Раççей шайĕн- чи турнирĕнче 97 килограмлă виçепе Н. Шайдуков виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
х х х
Аслă Елчĕкре иртнĕ уçă турнира Канаш, Комсомольски, Йĕпреç, Красноармейски, Шупашкар районĕсен çамрăкĕсем хутшăннă. Унта Юхма Ен каччисем те команда тăратнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе А. Цветков, Е. Смирнов пĕрремĕш, Р. Юсупов, М. Молочников иккĕмĕш, А. Кушников, Р. Вахитов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Канашра иртнĕ Хĕл Мучи парнисене илессишĕн пынă тупăшура вара С. Кириллов кĕрешỹçĕ виççĕмĕш вырăна тухнă.
х х х
Шкул ачисен спартакиадинче Д. Клементьев, М. Максимов, В. Хромов хăйсен виçе категорийĕсенче кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Кĕрешекенсене ăмăртусене А. Клементьев, А. Власов, И. Алеев, М. Зейнетдинов тренерсем хатĕрленĕ.
х х х
Çăмăл атлетикăпа Чăваш Республикинче мала тухассишĕн пынă чемпионатра Аслă Чементи С. Макаров 3000 метра (тренерĕ П. Макаров), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Я. Паймина 800 метра (тренерĕ В. Платонов) чупса иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. К. Карзаковпа Н. Горьев (М. Прокопьев) вăрăм дистанцисенче ăмăртса пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)