АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат ячĕпе _ ăмăрту

30 декабря 2016 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă спортсменсем, хисеплĕ çынсем ячĕпе йĕркелекен ăмăртусен йышĕ ỹссех пырать. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕн- чи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне шывра ишес енĕпе палăрнă спортсменсем район Пухăвĕн депутачĕ Петр Перепелкин призне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ мероприятие кăçалхипе виççĕмĕш хут пуçтарăнчĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла: малтанхи çулсенче ăмăртăва хамăр районсем çеç хутшăнатчĕç. Хальхинче вара унăн географийĕ тата пысăкланчĕ, "халăх тарçин" парнине çĕнсе илес тĕлĕшпе шывра хăвăрт ишекен спорт- сменсем Елчĕкран, Каçалтан, Шăмăршăран, кỹршĕ Тутар Республикинчи Пăва районĕн- чен те йышлăн хутшăнчĕç.

Старта тăнă 120-е яхăн ишевçĕ хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Пирĕн район спортсменĕсем чылайăшĕ ăмăртура ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕç. В. Рубцов 100 тата 400 метра ишсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ишес тĕлĕшпе "2016 çулхи район чемпионĕ" хисеп- лĕ ята Николай Перепелкин çĕнсе илчĕ. Сăмах май каласан, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Николай шыв спорчĕпе ача садĕнченех туслă. Тăтăшах тренировкăсене çỹрени вара ăна район, республика шайĕнчи ăмăртусенче те çĕнтерỹ тума пулăшать.

Спортсменсене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ФСК директорĕ А. Моисеев, район Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин саламларĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çулта тата пысăк çитĕнỹсем тума ырă сунчĕç.

"Çак спорт тĕсĕ юлашки вăхăтра аталансах пырать. Унпа кирек миçери çын та туслашма кая юлмасть. Çитĕ- некен ăрушăн интереслĕ спорт енĕ вăл. Районта спорт комплексĕ хута кайсан тата та çывăх кăсăкланма тытăнтăм унпа. Ватти, вĕтти шывра ишсе вăй-хал илет", _ терĕ район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика