АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хак хаклаштарать

30 декабря 2016 г.

Ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕ пĕчĕкки нумайăшне пăшăрхантарать. Çу каçипе тар юхтарса туса илнĕ пахча çимĕçе йỹнĕ- пех сутса яратпăр. Шăпах çак ыйтупа Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта район администраци пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов районти пысăк фермер хуçалăх ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра вăрлăх сухан туса илессипе палăрса тăнăран Леонид Валерьевич мероприятинче унăн хакĕ пирки сăмах пуçарчĕ.

Çитес çул çевокăн "Штутгартен" сортăн иккĕмĕш ушкăнĕ 60 тенкĕ, шултăрараххи (выборка) 30 тенкĕ пулма пултарать. Хĕрлĕ тĕслин иккĕмĕш ушкăнне _ 80па, пĕрремĕшне 75-пе,шултăрараххине 45 тенкĕпе сутсан хăйхак- лăхне кăларать. Тăрăхларах вăрлăх сухана 75, 70 тата 45 тенкĕпе сĕнсен аван. "Шалот" сорта 50 тенкĕрен чакармасан аван.

_ Пирĕн çак хаксене тытса тăмалла, рынок саманинче хамăр интерессене хỹтĕлеме пĕлмелле, _ терĕ Л. Кузнецов. Çавăн пекех вăл кăçал вăрлăх сухан туса илессипе ĕçлекенсенчен нумайăшĕ пахалăхсăр вăрлăх илсе нуша курни пирки пĕлтерчĕ. Л. Краснова фермер тата М. Че- бенов предприниматель вăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва хăйсем çине илчĕç.

Çевок тупăшлă культура пулнине шута илсе чылай çын гектарĕ-гектарĕпе ăна акма пуçларĕ. Хĕл каçарма вара килĕсенчех, хыçри пахчисенче, гаражсем вырăнне управсем тума пикенчĕç, анчах çакă тĕрĕсех-ши? Хранилищери шăв-шав, пĕр вĕçĕм техника хутлани кỹршĕ-аршăпа вăрçăнмалли сăлтав та пулма пултарать, çавăнпа та кун йышши объектсене çынсем пурăнакан вырăнтан инçерех пулмаллине палăртрĕ Л. Кузнецов.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика