30 декабря 2016 г.
Çак сăлтавлă калаçăва пуçарас тĕллевпе республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Е. Егоровăна чĕнтĕмĕр.
_ Елена Михайловна, Çĕнĕ çул чылай çыншăн чи юратнă уяв шутланать. Анчах та статистика кăтартнă тăрăх вăл хăшĕсемшĕн инкекпе вĕçленет. Çакăн пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Çĕнĕ çул уявĕччен пĕр талăк ытларах çеç юлчĕ. Кашниех çак уяв савăнăç кỹтĕр, ырăпа кăна асра юлтăр тесе тăрăшать. Хăшĕ-пĕри уяв вăхăтĕнче асăрханулăх пирки манса каять. Шел те, Çĕнĕ çул тата ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене шута илменнине пула, çынсен сывлăхĕ сиенленнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Статистика палăртнă тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 9-мĕшĕччен медицина учрежденийĕсен, уйрăмах "васкавлă пулăшупа" травмпуктсен, чылай ытларах ĕçлеме тивет.
_ Каласа хăварăр-ха, ытларах мĕн пирки тата миçе çынна пулăшу панă пĕлтĕрхи кану кунĕсенче?
_ Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсенче 32 пин ытла çынна пулăшу панă, вĕсенчен 6717-шĕ ачасем. Чи анлă сарăлнă инкексем _ ỹксе аманни, эрехпе, апатпа наркăмăшланни, ỹсĕрле тăм илтерни, шампань эрехĕн пăккипе куçа амантни, аллерги, ытти инкек-синкек.
Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне аманнă пирки пĕл- тĕрхи çĕнĕ çулхи кунсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 9 çынна илсе çитернĕ, вĕсенчен улттăшĕ _ ачасем.
_ Уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Кашни çулах вĕсене пула инкек пулма пултарассине хаçатсенче те, радиопа та час-часах асăрхаттараççĕ. Шел пулин те пирĕн пĕр çул та инкексĕр иртмест. Çакăн пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Пурин те çак уявсене илемлĕ, капăр, асра юлмалла ирттерес килет. Çĕнĕ çула кĕтсе çынсем, уйрăмах çамрăксем, маларах пиротехника хатĕрĕсене илсе хураççĕ. Специалистсем сурансен шучĕ ỹснине вĕсем хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнипе çыхăнтараççĕ. Яланах асра тытмалла, салют илемлĕ кăна мар, хăрушă та! Инкеке лекес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла, вĕсене хăçан хатĕрленине тата хăçанччен усă курма юранине сăнаса пăхмалла, чăркама йĕри-тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар, вырăсла инструкци пуррине кăна суйласа илмелле. Инструкцие тĕплĕн вуламалла, унта çырса кăтартнă пек усă курмалла.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)