АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Мучипе Юр пике _тĕпелте

30 декабря 2016 г.

"Хаклă та хисеплĕ "Авангард" хаçат ĕçченĕсем! Чăн малтанах сире 2016 çула ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Эсир кăçал тунă нумай-нумай çитĕнỹ, ăнăçу, район хаçачĕн 2017 çулхи тиражне пилĕк пинтен ирттерни, финанс планне пурнăçлани, конкурссемпе ытти тупăшусенче хăвăр ят-сума республика шайĕнче кăтартма пултарни _ творчество коллективне Çĕнĕ çулта та хавхаланса ĕçлемелли стимул пултăр.

Сирĕн тĕпел умне çывхарса пынă май çакна палăртар. Эрне каяллах Великий Устюг хулинчен Чăваш çĕршывĕнчи Патăрьел тăрăхне çула тухнă мăнукăмпа, Юрпикепе иксĕмĕр, эсир хăвă- рăн хаçатăрта Çĕнĕ çул умĕн уçнă рубрикăна пурнăçа кĕрес тĕлĕшпе, сирĕн чĕлхепе каласан, "çыру йĕрĕпе", хайлав авторĕсем хускатнă кашни темăна район влаçĕ патне çитертĕмĕр, вĕсемпе пĕрлех малашнехи ырă улшăнусем пирки те сỹтсе яврăмăр. Çĕнĕ çул умĕн кашни çыннăн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртесси пирĕн тивĕç-çке!

Хисеплĕ хаçат тусĕсем! Чăн малтанах манăн алла Альбина Егорова çырăвĕ алла лекрĕ. Творчество каçалăкĕнче хăйĕн çивĕч перине вăтăр çул туптакан журналистăн районта чăвашлăх туйăмне шупкалатас мар текен шухăшне никам та хирĕçлеймĕ. Çĕр çинче пурăнакан кашни нацин ку тĕлĕшпе хăйĕн мăнаçлăхĕ пулмалла. Алăри тепĕр çыру _ республикăра хак панă Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче хăйне чун панă çывăх çыннисене пулăшма ыйтса алă тăсакан чиперккен хайлавĕ. Ку тĕлĕшпе сирĕн район ертỹçисем тĕллевлĕ ĕçленине палăртам. Эсир пурăнакан территоринче кашни йывăр çемьери ача шутра пулни, вĕсене пурне те кирлĕ пек тимлĕх уйăрни хăй пĕлтерĕшлĕ. Çапах та хĕрача пăшăрханăвне кирлĕ çынсен кантурне тỹрех çитертĕм. Вăхăтлăх тĕнчере кун çути курнă пур пепке те хĕвел шевлипе савăнтăр, чуна çỹçентерекен пăшал сассипе шарт! ан сиктĕр, телейлĕ пултăр тесе пурин те тăрăшмалла.

Ытти нумай-нумай çырусем хушшинче сирĕн районти А. Ни- колаев авторăн хăюлăхне те палăртса хăварам. Хаçат вулакан хăйĕн правипе усă курса шухăшне уççăн палăртнине ырламалла. Тĕрĕсех, эпир пурăнакан вырăн яланах тĕкĕр пек таса та тирпейлĕ пулмалла. Урам та çавах. Патшалăх çак ыйтупа чылай тимлет пулин те, пур çĕрте те тăруках йĕрке пулса пĕтейменни çынсене пăшăрхантарать. Çыру хуçи те çакнах каласшăн пек туйăнчĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх Патăрьел район администрацийĕ халăх ыйтăвне тивĕçтерес ыйтупа пур енлĕн, нумай программăпа ĕçлет. Çул ыйтăвĕ те пĕлтерĕш- лисен ушкăнĕнчех.

Сире хисеп тăвакан Хĕл Мучи тата унăн мăнукĕ _ Юрпике

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика