30 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул умĕн районта савăнăçа пĕрле пайламалли сăлтавсем умлă-хыçлах, çине-çинех пулса тăчĕç. Вĕсенчен пĕри _ уйрăм çын шăпипе, унăн пархатарлă ĕçĕпе çыхăннă. Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта тĕп хуламăрта республикăри тăхăр инвалида "Lada Granta" автомобиль ключне алăран тыттарчĕç. Вĕсем кашнийĕшĕ тĕрлĕ вăхăтра производствăра пысăк суран илсе ĕмĕрлĕх инвалид пулса юлнă. Телейлисем хушшинче Патăрьелĕнче пурăнакан Николай Николаев ячĕ те пур.
_ Чăн малтанах патшалăх пирĕн пек инвалидсене халăхпа хутшăнма, тухса çỹреме майсем туса панăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Çĕнĕ автомашинăра мĕн пур услови пур: салонĕ те, багаж хумалли вырăнĕ те меллĕ. Хамăр ларса пыракан креслăна куçарма пулни те пирĕншĕн çăмăллăх, _ савăнăçне пайлать Н. Николаев.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)