10 января 2017 г.
Татмăшри В. Солдатов шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Çуллахи каникул вăхăчĕсенче колхоз уйĕнче выльăх кăшманĕн, пуçлă сухан, севок анисенче çум çумланă. Чылай чухне пĕчченех кун кунлама тивнĕ. Аслăраххисем хулана вĕренме кайнă, йăмăкĕ кĕçĕнрех, ашшĕпе амăшĕ вара фермăра ĕçленĕ. Çамрăклах ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ Владислав.
Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнăскер, 1984-1986 çулсенче пограничник пулса çар хĕсметĕнче тăнă. Служба тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн грамотăсемпе значоксене тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура уйрăмĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ специалист вара тăван ялта педагог пулса ĕçлеме пуçăннă. Çамрăкăн хастарлăхне, тавракурăмне кура ăна директор çумне куçарнă. Татмăшри шкулта вĕренекенсем вăл вăхăтра спорт вăййисенче, йĕлтĕрпе чупассипе тăтăшах районта çĕнтерỹçĕсен ятне тивĕçнĕ.
1996 çулта шкул директорне "кỹлĕнет" В. Солдатов. Самани йывăрччĕ ун чухне. Ĕç укçипе те вăхăтра татăлса пырайман. Шкул та кивĕ, чỹречисенчен çил вĕрет, хутса ăшăтма та кансĕр. Çапах та йывăрлăхсене çĕнтерсе Татмăшсем çĕнĕ чỹречесем лартрĕç, спортзал урайне сарчĕç, шкул тăррине тирпейлерĕç, шывпа газ кĕртрĕç. Çак вăхăтрах тата реструктуризаци те пулчĕ. Ялта пуçламăш шкул-ача сачĕ çеç юлчĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн Владислав Всеволодович республика шайĕнчи Хисеп грамотăна та тивĕçрĕ
2006 çулта пултаруллă педагога Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ пулма куçарнă. Кунта та вăл хăйĕн тăрăшулăхне кăтартрĕ. Коллектив икĕ хутчен грант çĕнсе илчĕ: малтанхинче пĕр миллион, иккĕмĕшĕнче _ 250 пин тенкĕ. Вĕсене вĕренỹ çуртне аталантарма уйăрнă. Шкул тăрринчен шыв анатчĕ, ăна улăштарнă...
Педагог 2012 çултанпа физкультурăпа вĕрентет. Уроксем ирттернипе çеç çырлахмасть вăл, секцисенче, хушма занятисенче ачасене спортра пиçĕх- терет.
Урăхла каласан, ĕçпе илемлĕ çын коллективра та хисеплĕ.
С. СОЛДАТОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)