10 января 2017 г.
Раштав уявĕ умĕн пирĕн районта республикăри ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Е. Сапаркина пулчĕ. Елена Владимировна Турханти сусăрсемпе аслă çулхи çынсем пурăнакан уйрăма тата психоневрологи интернатне çитрĕ. Вĕсен пурнăç условийĕ- семпе паллашрĕ. Ватăсене мĕнле пулăшу панипе интересленчĕ, кашни çынпа уйрăммăн калаçрĕ.
Пĕччен пурăнакансемпе пулăшу кĕтекенсене тимлĕхсĕр хăвармаççĕ пирĕн обществăра. Çакă уççăнах курăнчĕ. Аслă çулхисен пурнăç интересĕ пурах. Вĕсем паянхи кунпа кăмăллă пулни палăрчĕ.
А. ИВАНОВА
И
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)