10 января 2017 г.
2016 çул хыçа юлчĕ. Истори страницине çырăнса юлнă тепĕр çулталăк ра- йонта тухса тăракан "Авангард" хаçат ĕçченĕсемшĕн начар пулăмсемпе иртмерĕ. Вулакансем "чун апачĕ" вырăнне йышăнакан хаçатăмăр сăн-сăпачĕпе çеç мар, шухăшĕпе, материалсен пахалăхĕпе, сăмахсен ытарлăхĕпе тивĕçтертĕр тесе (паллах, кашни вулакана юраса пĕтерме те çук) сахал мар тăрăшрăмăр. Район пурнăçне, унăн çитĕнĕвĕсене, кирлĕ пулсан çитменлĕхĕсене те, тăваттăмĕш влаçăн "трибуни" çинчен хамăрăн туссем патне çитересси, уйрăм çынсен, предпринимательсен ĕçĕсем пирки хаçат страницисенче çутатасси, пархатарлă та кăтартуллă çемьесен _ Амăшĕпе Ашшĕ-сен ырми-канми ĕçне уçса парасси кăçал та пирĕн тĕп темăсенчен пĕрисем пулĕç. Вĕрентỹпе культура, медицина, спорт, право хуралĕн тата ытти ыйтусемпе çырнă хайлавсем те "Авангард" страницинчех вырăн тупĕç. Унсăр пуçне сирĕн çырăвăрсем, сĕнĕвĕрсем, вулаканăн шухăшĕ пирĕн хаçатăмăра пуянлатма çеç пулăшĕç.
Хаклă та хисеплĕ вулаканăмăр! Кивĕ çулта пĕрле пулнипех эпир хамăр умма лартнă мĕн пур тĕллеве ăнăçлă пурнăçларăмăр тесе хаклатпăр. Тавах Сире пуриншĕн те! Çулран-çулах хаçат тиражĕ ỹссе пыни пирĕн туслă çыхăнăва тепĕр хут çирĕплетет. Эсир паян алла илнĕ хаçатăн Çĕнĕ çулти пĕрремĕш номерĕ пилĕк пин тиражран та ытларах экземплярпа çапăнни _ пирĕн пĕрлехи ĕç те, пĕрлехи вăй та тесе хаклас килет. Пирĕн хаçатăмăра ĕç коллективĕсенче çырăнтарма, сарма пулăшнă ертỹçĕсене, обществăлла коррес- пондентсене те чун-чĕререн тав сăмахĕ каласа Автан çулĕнче çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей те тăнăç пурнăç çеç сунатăп.
Май пуррипе усă курса уйрăм организацисене, предприятисене, коллективсене 2017 çулта "Авангард" хаçат страницисенче пичетлеме хатĕрлекен пĕлтерỹсемпе реклама шайĕнчи материалсемшĕн редакцие килсе килĕшỹ тума сĕнетĕп. Пĕрле пулар, туссем! Хаçатăмăра та пĕрлех вулар!
Н. Мазякова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)