10 января 2017 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи çамрăк агрономсемпе инженерсене, зоотехниксене шутласа тухма пĕр алăри пỹрнесем те çитеççĕ. Чылай çĕрте аслă çултисем ĕçлеççĕ е тĕп специалистсем пачах та çук. Шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче те асăннă профессисене суйласа илекенсем сахал. Çакăнта пĕр вăхăт ял хуçалăхне тимлĕх уйăрманнин, сума суманнин витĕмĕ те пысăк.
Паян ку йăнăша тỹрлетес тесе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Акă, яшсемпе хĕрсене пĕлỹ çурчĕсенче ăс пухнă чухнех çĕре, выльăх-чĕрлĕхе, техникăна юратма хăнăхтарас тĕллевпе агроклассем уçма пуçларĕç. Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 29-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта та республикăри тăваттăмĕш агрокласс хăйĕн пĕрремĕш вĕренекенĕсене йышăнчĕ. Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă 10-11 класс ачисем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе республикăри ял хуçалăх тата вĕрентỹ, çамрăксен политикин министерствисем пĕрле йĕркеленĕ программăпа килĕшỹллĕн ятарлă занятисене, ял хуçалăх предприятийĕсене экскурсисене çỹреççĕ. Çавăн пекех вĕренекенсене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленме те академинчи преподавательсемех пулăшаççĕ. Вĕренỹре чи тăрăшуллисене стипенди парассине пĕлтерчĕ агрокласа уçма хутшăннă ял хуçалăх академийĕн ректорĕ А. Макушев.
Чуна килĕшекен профессипе ĕçлеме те çăмăл. Çак шухăша республикăри ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов та палăртрĕ. Хăй Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнишĕн пĕрре те ỹкĕнменнине пĕлтерчĕ.
_ Ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе ытларах усă курма пуçăннă тата чап-лă техника туяннă май специалистсен те пысăк квалификациллĕ пулмалла. Ачасем вĕренсе тухсан каялла çуралнă тăрăхах таврăнасса шанса тăратпăр, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов.
Агрокласа уçнă çĕре республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев, район пуçлăхĕ М. Пет- ров тата ытти сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. "Батыревский" пĕрлешỹ тата "Корма" агрофирма ертỹçисем _ П. Ялуковпа И. Владимиров _ иккĕмĕш шкула музыка центрĕ туянма сертификат пачĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)