10 января 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Пĕлтерĕшлĕ документра Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашне хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртĕç.
Регион Пуçлăхĕ республикăн саккун кăларакан влаçне яракан Çырăва хатĕрленĕ чухне халăхăн, общество организацийĕсен шухăш-сĕнĕвне те шута илĕç. Çавăнпа та 2017 çулхи Çырăва хатĕрлеме пирĕн район гражданĕсем те хăйсен хастарлăхне кăтартса шухăшĕсене Президент бульварĕнчи 10-мĕш çуртне çитерме пултараççĕ. Вĕсем пурте витĕмлĕ те конкретлă сĕнỹсем çеç пулччăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)