АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ мăшăр _ Шăнкăртамран, "çĕнĕ кайăк" _ Нăрваш Шăхалĕнчен

10 января 2017 г.

Раштав умĕнхи илемлĕ те янкăр кун районти Çырăнтару керменĕн специалисчĕсем хĕрлĕ Автан çулталăкĕнче çемье çавăрма шут тытнă пĕрремĕш мăшăра арăмĕпе упăшки пулнă ятпа ăшшăн саламланă. Ăшă сăмаха тивĕçнĕ телейлĕ çамрăксем _ Шăнкăртамран. Азат Якушев мăшăр пулма куç хывнă чиперкки вара кỹршĕ Каçал тăрăхĕнчен.

Чăваш Енте ят панă Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне Нăрваш Шăхалĕнчи Валера тата Татьяна Герасимов- сем пуçланă. Çамрăксем çăмăл алăллă пулса 2017 çулхи демографине тата лайăхлатма пулăшчăрах. Çемьене хутшăннă виççĕмĕш пепке вара пуриншĕн те çĕнĕ çулти пысăкран та пысăк савăнăç. Çĕнĕ Ахпỹртри Артемпа Екатерина Артемьевсемшĕн те Республика Пуçлăхĕ ят панă çулталăкра пĕрремĕш пепкене алла илни виçесĕр телей!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика