АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа _ куçа-куçăн

13 января 2017 г.

Районти влаç органĕпе общественноç, вырăнти халăх пĕр- пĕрне ăнланса, усăллă та тĕл- левлĕ ĕçлетĕр тесе иртнĕ çул та район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, структура подразделенийĕн ертỹçисем кашни ял тăрăхне çитсе уçă тĕл пулусем йĕркелерĕç. Халăх çак пуçарăва алхапăл йышăннине шута илсе виçĕмкун, январĕн 11-мĕшĕнче, пуçласа Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнче çакнашкал тĕл пулу йĕркеленĕ. Çĕнĕ çулти пĕрремĕш тĕл пулăва район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх орга- нĕсемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов ертсе пыракан ушкăн хутшăннă.

Малтанах район администрацийĕн делегацийĕ потребитель рынокĕнчи ĕç-хĕлпе, ялăн социаллă инфраструктурипе, вăтам шкул коллективĕнчи педагогсемпе, ашшĕ-амăшĕ çемье пуянлăхне, йăла-йĕркене тытса пырас тĕлĕшпе пурнăçлакан пархатарлă ĕçсемпе паллашнă.

Тĕл пулу ял клубĕнче малалла тăсăлнă. Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Марат Хакимов ял çыннисемпе уйрăм хастарсем, аксакалсем умĕнче иртнĕ çулхи ĕç- хĕле пĕтĕмлетекен отчета итленĕ хыççăн пухăва хутшăннисем йĕрке хуралĕпе, сывлăх сыхлавĕпе, халăха ветеринари пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата ытти ыйтусене те хускатнă, структура подразделенийĕн ертỹçисенчен тулли хуравсем илнĕ.

Цифрăсемпе фактсем 2016 çулта

Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнче федераци, республика бюджечĕсенчен 1 584 пин субсиди илнĕ, вăл шутра пуçласа фермер ĕçĕпе тăрăшакан пĕр çын _ пĕр миллион тенкĕ.

Ял тăрăхĕнче харпăр хăй ĕçĕпе тимлекен 16 çын шутра.

2011 _2015 çулсенче 12 вăрçă ветеранне тата салтак арăмĕсене хваттерсемпе тата çуртсемпе тивĕçтернĕ.

2016 çулта Тутар Сăкăтĕнчи 59 çемье, вăл шутра нумай ачаллă 20 çемье социаллă çăмăллăхсемпе усă курнă.

2012 пуçласа ял тăрăхĕнче пурăнакан 12 çемье амăшĕн капиталĕпе усă курнă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика