13 января 2017 г.
Районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче волейболла выляса ăмăртусем иртрĕç. Турнир Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ. Арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди харсăртарах пулчĕ. Иккĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем, виççĕмĕшне Туçасем тухрĕç.
Хĕрачасенчен те турнир çĕнтерỹçисем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемех пулчĕç. Турхансемпе Первомайскисем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)