13 января 2017 г.
Сĕт хакĕ ял çыннине яланах пăшăрхантарнă. Юрать-ха, пĕлтĕрхи декабрьте ăна 23 тенкĕпе туянма пуçларĕç. Маларахри çул вăл хĕл каçа та 21 тенкĕрен иртеймерĕ. Хак çукки те пахалăх çине витĕм кỹрет. Те çак сăлтавпах, хăшĕ-пĕри пĕр шикленмесĕрех сĕте шывпа шĕветсе сутать. Ахальтен мар ĕнтĕ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче вăй хуракансем тĕрĕслеме тухсан витрисемпе бидонĕсене каялла илсе кĕрсе каякансем те тупăннă. Укçине кăштах ытларах кĕртес тесе çапла хăтланаççĕ пуль-ха та ĕнтĕ, анчах ултавпа нумай мала кайма пулать-ши? Кутăн кĕни кутăнах тухать, теççĕ ваттисем.
Паян ман сăмахăм хак пирки мар-ха, пĕр предпринимательпе калаçнă хыççăн сĕт пахалăхне те лайăхлатма май пурри çинчен. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.
_ Ун чухне халăхран сĕт туянма кăна пуçланăччĕ. Паллакан çын виçĕ литр сĕт ыйтрĕ. Сутакансенчен хама валли тесе илме тытăнтăм та _ пĕри те тепри хирĕçлет. "Ирхипе каçхине хутăштартăм", "Ĕнене ĕнер укол тунăччĕ" текелерĕç. Сĕте ĕне пăрулани 4-5 кун иртмесĕр, антибиотикпа сипленĕ чухне пама юраманни пирки пурте питĕ лайăх пĕлетчĕç, анчах шута илместчĕç, _ тесе пуçларĕ калаçăвне усламçă.
Пахалăхлă сĕтĕн хакĕ пысăкрах. Çак тĕслĕх хыççăн вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма шут тытнă та ĕнтĕ. Кăмăл турам _ пĕр турам тенешкел, уяв умĕн сĕт сутакансене парнесем пама пуçăннă. 2016 çула кĕтсе илнĕ чухне яланхи клиенчĕсене конфет-печенипе савăнтарнă. Пĕлтĕр вара шампань эрехĕпе кăмăлĕсене çавăрнă. Çуралнă кунсене те тимлĕхсĕр хăвармасть.
_ Паян мана сĕт паракансем хушшинче улталакансем çук тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Çынна савăнтарма нумай кирлĕ мар, пĕчĕк парнесем пулсан та кашни кăмăллă. Эпир хамăр та тăватă ĕне усратпăр тата пăрусем пур. Вĕсене пăхасси пĕрре те çăмăл мар, çакна та лайăх ăнланатăп, _ тет вăл. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр укçа никам та памасть.
Тепĕр предприниматель вара тỹрĕ кăмăллисене, сĕте "авлантарманнисене" хавхалантарас тесе укçине ыттисенчен ытларах тỹлет.
Самана таппипе утас тесен çаврăнăçулăх та, килĕшỹлĕх те, ăнланулăх та, кирлĕ иккен. Халăхран сĕт пухакан предпринимательпе калаçнă май çак шухăш тата ытларах çирĕпленчĕ. О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)