13 января 2017 г.
"Авангард" хаçат пуçарăвĕпе йĕркеленĕ "Çулталăк çынни" конкурс 1997 çултанпа пырать (хăш-пĕр сикнĕ çулсене шутламасăр). Кăçалхипе вăл 14-мĕш хут иртет.
Ку таранччен асăннă конкурса тĕрлĕ сферăра, производствăра палăрнă 156 çын хутшăннă. Аса илтеретпĕр: юлашкинчен "Çулталăк çынни _ 2015" хисеплĕ ята Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов чи нумай сасă пухса çĕнтерчĕ. Конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн хальхинче те сире сасăлав списокне кĕртнĕ хисеплĕ кандидатсемпе палаштаратпăр:
Решид Санзяпов, Ыхра Çырминчи фермер хуçалăхĕн ертỹçи;
Николай Федоров, Алманчăри фермер хуçалăхĕн ертỹçи;
Людмила Юркина, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ;
Надежда Кошелева, Аслă Чементи вăтам шкул учительници, "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ;
Патăрьелĕнчи Олег Лаврентьев предприниматель;
Надежда Гордеева, Пăлапуç Пашьелĕн-чи культура çурчĕн директорĕ;
Петр Никитин, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул учителĕ, ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;
Федор Тарасов, акционерсен "Батыревский" хупă обществăн тĕп инженерĕ;
Светлана Яковлева, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн тĕп бухгалтерĕ;
Тамара Рубцова, тĕп больницăри врач-терапевт.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Маларах асăннă хастар ĕçченсемшĕн эсир хăвăрăн шухăшăрсене редакцие почта урлă çырупа пĕлтерме е тата суйласа илнĕ çыншăн алă пусса çирĕплетнĕ список та тăратма пултаратăр. Конкурс итогне район пичечĕн кунĕччен, февралĕн 8-мĕшĕччен, пĕтĕмлететпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 61-4-49; 62-5-28
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)