АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утнă чух утса, чупнă чух чупса…

13 января 2017 г.

 

"Авангард" хаçат редакцине çап-çамрăкла ура килсе пуссанах хăш-пĕр çынсем журналистсене кашкăрпа танлаштарнинчен шалт! тĕлĕнеттĕм. Вĕсене çав тери выçă та мĕскĕн çын вырăнне хураççĕ е ытла та кашкăрла усал-ши? Ара, никамăн та хăйне кашаманпа юнашар лартас килмест-çке... Пурăнсан-пурăнсан вара манăн шухăша вăхăт сиплерĕ. Тинех ăнлантăм: хаçатçăсене ури çеç мар, ăсĕпе çивĕч пери те тăрантарнипе çапла хаклаççĕ иккен... Çавăнпа та ĕçтешĕм- семпе хаçатăн тусĕсене Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ семпе салам сăмахĕсене çитернĕ май, журналист блокно тĕнчи хăш-пĕр йĕркесене çĕнĕрен аса илни те çылăх пулмĕ тетĕп.

Паян район хаçатĕнче ĕçлекен сотрудника кирек хăш енне командировкăна çитме те йывăрлăх мар. Хапха умĕнче кĕрлесе ларакан çăмăл автомашинăпа ларса тух та çатма пек çулсемпе 56 яла хăть пĕр кунта черетле! Вăхăтĕнче вара Люля, Упамса, Пăлапуç Нурăс, Сител, Хурама Твар пек ялсене утнă чух утса, чупнă чух чупса, алă айне мĕнле транспорт çакланнă çавăнпа ларса тенĕ пек çитсе килнĕ. Пĕр хура кĕркунне редактор хушăвĕ- пе Упамсара йышлă ача усрава илнĕ пĕр кăтартуллă çемье пирки материал çырма çитсе килнине паянхи пек лайăх ас тăватăп. Хуçалăх усадьбин центрне аванах çитрĕм-ха, анчах малалла каяймастăп. Пĕрре çул çук, тепре урамра чĕркуççи таран пылчăк çăрăлать. Мĕн тумалла? Çамрăк пулин те колхоз председателĕн- чен (Н. Ляпкинăн йывăр тăпри çăмăл пултăр) пулăшу ыйтма кĕтĕм. Хуçалăх ертỹçи намăслана-намăсланах мана кивĕрех ДТ_75 текен тракторпа лартса ячĕ. Вăт ку командировка! Ай-ай, вăрман çумĕнчи ланкамасемпе сике-сике пырса чăнах та ăш-чик хускалчĕ пуль! Каялла вара икĕ тракторпа умлă-хыçлă килтĕм. Калăн, Упамсасем пĕр-пĕр паллă çынна хуралласа ăсатаççĕ. Ун пек тумасан май та çук, мĕншĕн тесен путса ларасси те çавăнтах. Çакă манăн творчество ĕçĕнчи пĕрремĕш присяга пулчĕ. "Капăртми" начар мар пиçнĕ курăнать, тĕп редактор планеркăра манăн материал чи лайăххисен шутне кĕнине палăртрĕ. Вăл та маншăн чĕре çумне çу сĕрнĕ пекех пулчĕ. Çул çинчи мĕн-пур йывăрлăхсем пуçран вăхăтлăха тухса та ỹкрĕç. Нумай кирлĕ-им пире, журналистсене хавхалантарма? Ун хыççăн чăнах та кашкăра ури тăрантнă пекех иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттă- мĕш... хут "тĕне кĕнисем" те пулчĕç. Тĕрĕссипе вĕсене шутласа та пĕтерейместĕн. Пĕр çулхине тата шартлама сивĕ- ре Сăкăтри ĕне фермине улăм тултарнă лаша çунипе çитни те асрах. Алă та, ура та шăннипе тукмак пек хытса кайрĕ. Çыраймастăп та, специалистсемпе калаçма та чĕлхе çаврăнмасть... Çапах черетлĕ номерти пĕрремĕш страницăра пичетленнĕ репортаж мана йăлтах ăшăтса ячĕ, каллех кăмăлăма уçрĕ. Вăт çапла вăл журналист пурнăçĕ! Çăмăлах та мар, начар тесе те ỹпкелешместĕп.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика