13 января 2017 г.
Çак кунхине чунпа та, ỹтпе те тасалас тĕллев-пе ял тăрăхĕсенчи чылай ялта хĕресле вак касса ăна сăваплаççĕ, шыва кĕреççĕ. Юлашки çулсенче çак ырă йăла-йĕрке пирĕн тăрăхра та вăй илсех пынине ырламалла çеç. Çапах та уяв çитсе пынă май, хăш-пĕр хăрушлăх пирки те асăрхаттарас килет. Сивĕ шывпа сапăнма хăнăхман çын тỹрех вакка чăмсан сасартăк сывлайми пулса ларма, чĕри те тапма чарăнма пултарать. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, юн çулĕсем сивĕ шывра пĕрĕнсе ларма пултараççĕ-мĕн. Апла пулсан хăвăра Кăшарнире шыва кĕриччен чылай маларах хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турă шывне ăша илсе пит-куçа уçăлтарни вара никамшăн та пăсăклă мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)