17 января 2017 г.
Чăваш патшалăх филармонийĕнче кăçал та журналистсемпе полиграфи ĕçченĕсене, çак хисеплĕ профессипе тивĕçлĕ канăва тухнисене професси уявне, Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тума уçă та савăк кăмăлпа, чун-чĕререн кĕтсе илчĕç. Çак уявра вара районта тухса тăракан "АВАНГАРД" хаçатăн ĕçченĕсем (тĕп редакторĕ Нина Мазякова) инçе çула çывăхлатса коллективпах савăнчĕç. Районти "тăваттăмĕш влаç" ĕçченĕсене хисеп тата сума суса çак мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов та хутшăнчĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсен тата полиграфи ĕçченĕсен уявне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнни те паянхи кун халăхпа влаç хушшинчи çыхăнăва тĕрĕс те пĕлсе çутатас ĕçре пресса пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче талантлă та хăйсен ĕçне чун-чĕрерн парăннă çынсем ĕçлемеллине палăртрĕ.
Республикăри информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пичет отраслĕнчи 2016 çулхи ĕç итогĕсене пур енлĕ тунă отчетра чăн малтанах Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçат ĕçченĕсен çитĕнĕвĕпе ăнăçăвне палăртса хăварни те кăмăллă пулчĕ. Пирĕн чун юратнă хаçатăмăр кăçалхи çĕнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулта 5146 (!) çемьене саланни (кун пек тираж район хаçачĕсенче урăх çук) коллективăн пĕрлехи ĕçĕ. Çакна Александр Степанович икĕ хутчен те палăртса хăварчĕ, парахатрлă ĕçшĕн тав турĕ. Çав вăхăтрах республикăра тухса тăракан чăваш халăхĕн пĕр ĕмĕр ытла пурăнакан "Хыпар" хаçатăн тусĕсем палăрмаллах чакнишĕн пăшăрханнине тепалăртрĕ.
"Авангард" хаçат коллективĕ республикăри уявран пысăк хавхаланупа таврăнчĕ. Çакăн валли пирĕн сăлтав та пур: хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ Ольга Павлова 2016 çулхи Ĕç çынни çулталăкне халалланă материалсен пуххипе журналистсен Леонид Ильин премине, пай редакторĕ Наталия Никитина вара хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Тав хутне тивĕçрĕç. Ĕçтешĕмĕрсене çитĕнỹ тунă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те творчество каçалăкĕнче пысăк çитĕнỹ тума ăнăçу сунатпăр.
Хаклав
Марат АЙЗАТУЛЛОВ, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх, социаллă аталану ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ :
_ Иртнĕ шăматкун Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене паллă тунине хутшăнса республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Уйрăмах хамăр районта тухса тăракан "Авангард" хаçат малалла аталанса пыни, вулаканпа тачă çыхăнса ĕçлеме пултарни, çавна май республикăра чи пысăк тиражлă хаçатсен йышне кĕни пирки республикăри информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Александр Ивановăн сăмахĕнчен илтме тỹр килни питех те савăнтарчĕ. Унсăр пуçне хамăр район хаçачĕн сотрудникĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса хисепе тивĕçнине те ырламалла.
Район хаçачĕ _ халăх трибуни. Çавăнпа та малашне те журналистсене паянхи кун уттинчен юлмасăр вулакан патне кирлĕ хыпарсене тĕрĕс те вăхăтра çитерсе тăма творчествăлла ăнтăлу сунатăп.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)