17 января 2017 г.
Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков район хаçатне пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи хĕрлĕ Автан çулĕ пушарниксемшĕн лăпкă çеç пуçланман. Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕнчех "01" служба сотрудни- кĕсем Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Петровсен хуçалăхĕн- чи вут серепине çакланнă мунчана çăлма васканă. Кил хуçисем мунча кăмакине йĕркене пăхăнмасăр стена çумнех вырнаçтарнăран, чутах пысăк инкек сиксе тухман. Юрать-ха, вут аллине унталла та кунталла саркаланма паман.
Тепрехинче вара вĕсен вунă сехет хушшинче умлă-хыçлă вут хыпнă икĕ машинăна сỹнтерме тивнĕ. Январĕн 9-мĕшĕнче каçхине 17 сехетре Шăнкăртамри Хисамутдиновсен "ГАЗель" автомашини электропроводник юсавсăррипе хыпса илнĕ, ирхине 3 сехетре вара Патăрьелĕнчи Мир урамĕнче ларакан ют çĕр- шывра кăларнă çăмăл автомашина сасартăк вут-çулăм серепине çакланнă. Юрать-ха, телее тутлă ыйхă вăхăчĕ пулнине пăхмасăр инкеке куракан тупăннă, ятарлă службăна шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çапла майпа чаплă машина пĕтĕмпех çунса юрăхсăра тухман. Çакна та палăртмалла: ку ĕçпе Шупашкартан килнĕ пушар лабораторийĕн те хутшăнма тивнĕ. Мĕншĕн тесен усал шухăшлă çын ун йĕри-тавра бензин сапса тухни палăрнă. Çавăнпа та районта регистрациленнĕ виççĕмĕш пушарпа йĕрке хуралçисен те явăçма тивнĕ.
Батыревский район Чувашской Республики
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)