17 января 2017 г.
Чăваш Енре халăхăн 30 проценчĕ ялта пурăнать. Тăван ен вăл çĕршывăн пĕр кĕтесĕ. Кунта çитĕнекенсене ашшĕ-амă- шĕ пĕр тăвансемпе туслă пурăнма вĕрентет, ырă ĕçсем тума хăнăхтарать, пил парать. Йĕркеллĕ пурăнакан çемьесенче çакă уççăн сисĕнет. Атте-анне тытса пынă ырă йăлана çамрăксен çĕре ỹкерес марччĕ. Тăван ялăн сумĕ-пилĕ çамрăкран пурнăçланса пынинчен сахал мар килет.
Пĕр тăвансем хăнара пулни, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшни, аякри çывăх çынсем çуралнă кунсене пуçтарăнса килни тăванлăха татах та çирĕплетет. Пысăк ĕçсенче те тăванлăх малта тăрать.
Тăванпа тăван, кỹршĕпе кỹршĕ çывăх пурăннине нимĕн те çитмест. Ырă кỹршĕ тăванран та хаклăрах теççĕ вĕт-ха тата. Çавăнпа та кирек хăш ĕçе пуçăнсан та ушкăн пур пирĕн. Тирпее кỹршĕ-аршăран хăнăхмалла. Çурт умĕнчи пахчасенче, кил умĕсенче мĕн тĕрлĕ чечек акса ỹстерекен çук. Теприсем тĕлĕнмелле садсем ĕрчетеççĕ. Пурнăç ырă енне улшăнни çакăнтан та туйăнать. Кашни çыннăн хăй пурăннă вăхăтра мĕн те пулин ыррине тума тăрăшмалла.
Чăваш Ене хальхи вăхăтра тĕрлĕ ют çĕршыв делегацийĕ те килет. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. Çĕнĕ производство аталанать, ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Килен-каян пирĕн тирпее палăртать. Апла пулсан, пирĕн те ялсен сăн-сăпатне кăтартуллă тытса тăмалла.
Ишлĕ ял тăрăхĕнче пурăнакан В. Тихонов "Авангардра" çырнă "Хурама та хурăн" сăвви асăмран тухмасть. Автор пурнăçра пурне те асăнмалăх йывăçсем лартса хăварма сĕнет. Çак ыйтупа пурне те пуçарулăх кирлĕ. Халăхпа кар тăрса ĕçлеме ял тăрăх пуçлăхĕ, ун çумĕнчи ваттисен канашĕн членĕсем, староста пĕр чĕлхере пулмалла. Кĕçĕн Арапуçĕнче, сăмахран, старостăна пуçаруллă, пултаруллă çамрăка П. Маркиданова шанчĕç. Хăйĕн тивĕçне кăмăллăн пурнăçлани сисĕнет.
Раççейри экологи çулталăкне кĕтĕмĕр. Кăçал çанă тавăрса ĕçлемелли пайтах. Тăван район юбилейне чыслăн кĕтсе илес тесен тирпей-илемшĕн те нумай тăрăшмалла пирĕн. Йывăç-курăк лартса тавралăха ешертни пуриншĕн те кăмăллă.
В. МИХАЙЛОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)