17 января 2017 г.
Этемĕн пỹри тĕп органсенчен пĕри шутланать. Вăл пĕр литра яхăн юна таса мар хутăшсенчен çеккунтра тасатать. Инфекциллĕ чир ересрен упрать. Юн пусăмне тытса тăракан гормонсен ĕçне йĕркелет. Пỹре чирĕ малтанласа палăрмасть. Çавăнпа та пациентсем вăраха кайсан çеç сип- ленме пуçлаççĕ. Çак чир хĕрарăмсене ытларах аптратать. Мĕнле сĕнỹсем пама пулать-ха?
Пỹре сивве килĕш- терсех каймасть. Яланах пĕр вырăнта ларни те усăллах мар. Çавăнпа пулăçсемпе туристсем унпа ытларах чирлени тĕл пулать.
Сивĕ шывра вăрах тăма ан тăрăшăр. Кĕске курткăсемпе, юбкăсемпе çỹрени те шухăшлаттармалла. Йывăр йăтассинчен пăрăнмалла. Васкаса чупни, ăнсăртран сикни пỹрене вырăнтан хускатма пулăшать.
Тăварлă çини те организмшăн сиенлĕ. Ăна тасатса кăлармалла-çке. Васкаса çиме кирлех мар. Тĕтĕмленĕ кăлпассисемпе пулăсене, консервăсене, тăварлă сырсене апатра тăтăш усă курма ан тăрăшăр. Урăхла каласан, талăкра 5 грамм тăвар организма çителĕклех.
Пỹрешĕн алкоголь те сиенлĕ. Пирус туртни те çавнашкалах. Сыв мар шăлсем те пỹрене йывăррăн ĕçлеме хистеççĕ.
Эмелсемпе сипленнĕ чухне асăрхануллă пулмалла. Вĕсем те пỹре витĕр сăрхăнса тухаççĕ-çке.
Сывă та тĕреклĕ пулас тесен талăкра 2 литра яхăн шĕвек ĕçмелле. Вăл çăл куçран илнĕ-скер е курăк чейĕ пулсан аванрах. Морспа компот ĕçни те усăллă.
Пỹрене арбузпа дыня çисе тасатса кăларсан аван.
Пỹресем ан шăнччăр. Çавăнтан асăрханăр. Çанталăка кура тăхăнма тăрăшăр. Урари пушмакăр яланах типĕ пултăр.
Физкультурăпа туслашăр. Зарядка тăвăр. Каçсерен тата канмалли кунсенче уçăлса çỹрени вырăнлă. Пỹресемшĕн ташлани усăллă. Çăмăллăн шумастăр пулин те музыка çеммипе пăркаланма тăрăшăр.
А. БАРАНОВА, Туçари врач амбулаторийĕн терапевчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)