17 января 2017 г.
Çак кунсенче районта Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн ертỹçи _ Чăваш Республикин тĕп санитари врачĕ Надежда Луговская пулнă, район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса калаçнă, 2017 çулхи январĕн 16-мĕшĕнчен роспотребнадзорăн районти уйрăмне ертсе пыракан çĕнĕ ертỹçĕпе _ О. Б. Такмаковапа _ паллаштарнă. Оксана Борисовна халĕПатăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕ- сен тĕп патшалăх врачĕ шутланать. Вăл хамăр ентеш, Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ.
Ĕнер, январĕн 16-мĕшĕнче, Н. И. Назарова вара районти 26-мĕш пушар чаçĕн ертỹçи пулма çирĕплетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)