АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмакун сухан мар, çапах куççуль кăларать

20 января 2017 г.

 Паян эрех-сăра серепине çакланнă, аскăнса çỹрекен е тата хăйĕн варĕнче ỹтленнĕ пепкине пăрахса хăваракан амăшĕсем пирки чăнах та чан çапас килет. Вăхăтлăх киленỹшĕн Турă панă чи пысăк парнерен пăрăнакан амăшне мĕнле хакламалла-ха? Шел пулин те, çакнашкал тĕслĕх шырама пин-пин çухрăм хыçа хăварса инçе çула тухмалла мар. Паянхи куна район полицийĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пайри хура списока çакланнă 48 ăнăçсăр çемьери 100 ытла ача пурнăçне, аталанăвне, мĕнлерех воспитани илнине ахальтен мар ĕнтĕ йĕрке хуралçисем йĕрлесех тăраççĕ, куçран вĕçертмеççĕ.

_ Çак ачана тинех шанчăклă çынсен аллине патăмăр. Çичĕ уйăхри хĕрача хутăнман, санитари тĕлĕшĕнчен тирпейсĕр çуртра чирлесе каясран питĕ хăрарăмăр. Çитменнине тата мăнукĕн кукашшĕпе кукамăшĕ те ĕçкĕллĕскерсем. Ача амăшĕ, ирĕклĕ кайăк евĕр, ăçта иккенни те паллă мар,_ пăшăрханса калаçрĕ районти шалти ĕçсен па- йĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор Л. Комиссарова.

Çемьери çакнашкал синкерлĕхе ютра шырамалла мар. Вăл никамран та мар, хамăртанах килет. Сĕтел çинче тăтăш ларакан тулли черкке тĕпĕнчи юлашки тумлам сăмакун чылай чухне куççуль те кăларать. Куççуль тенĕрен, нумай пулмасть район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссинче ура çине тăратнă çамрăк хĕрарăмăн сăмахĕ халĕ те хăлхара янăраса тăрать. Апăрша ача амăшĕ хăйĕн йăнăшне ăнланнă курăнать, ватлăхра çуратнă пепкине каялла тавăрас тĕллевпе чĕркуçленме те хатĕр. "Урăх ĕçместĕп, иртĕнсе те çỹреместĕп, ĕçе вырнаçатăп. Хам ачана хамах пăхасшăн" текен сăмахсем чун-чĕререн те тĕрĕс пулсан, ача амăшĕн ỹкĕнсе тархасланине Турă та пĕр вырăна хурĕ. Çак хĕрарăмах, тен, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика