20 января 2017 г.
Паян саккун умĕнче пурте пĕр тан: пысăк вырăнта ĕçлет вăл е пĕчĕк ĕçре... Преступлени турăн - явап тыт, ют çын правине хĕсĕрлерĕн _ каллех саккун урлă сикейместĕн. Конституци çапла тума ыйтать.
Ку чухне йĕрке хуралĕнче преступление уçса парас ĕçре районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ пĕлтерĕшлĕ те, пысăк яваплă та. Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Следстви Комитетне, çавăн пекех ун тытăмне кĕрекен органсене, çав шутра пирĕн районти уйрăма туса хунăранпа ултă çул çитрĕ. Следстви уйрăмĕнче тăрăшакан следовательсем ытларах йывăр преступленисене тĕпчеççĕ. Вăл шута çын вĕлерни, хĕнесе теприн сывлăхне пысăк сиен кỹни, мăшкăллани, налук законодательствине сĕмсĕррĕн пăсни, коррупципе çыхăннă хура ĕçсем, ĕç вырăнĕпе хăй пайтишĕн усă курни тата ытти те. Çав вăхăтрах следстви комитечĕ çул çитменнисен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.
Пĕлтĕр пирĕн следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем 70 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 64-шĕ тĕлĕшпе ĕçе вĕçленĕ. Çулталăк тăршшĕпе 104 граждана хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă.
2016 çулта районти следстви уйрăмĕн сотрудникĕсем çын вĕлернипе çыхăннă ултă преступление тăрă шыв çине кăларассипе тимленĕ. Унсăр пуçне уголовлă ĕçсем хушшинче сыв- лăхне йывăр сиен кỹнĕ хыççăн çын вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Преступленисем пурте ỹсĕрле тунăскерсем.
Эпир район прокуратурипе, район полицийĕн оперативлă шырав ĕçĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çавна май коррупци е çавăн евĕрлĕ преступленисене тупса палăртас, вĕсене тĕпчес ыйтусемпе те тимлетпĕр. Федерацин "Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕ çинчен" саккунпа килĕ- шỹллĕн, кирек мĕнле преступление уçса парас ĕçре те пирĕн сотрудниксен ĕç пахалăхне ла- йăхлатса пырасси, хамăрăн ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласси _ пĕрремĕш тивĕç. Саккун умĕнче пурте пĕр тан.
А. ИВАНОВ, районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)