20 января 2017 г.
Кăçалхи çĕнĕ çулталăк çĕнĕ ĕмĕтпе ырă шухăш-кăмăл çеç мар, саккун улшăнăвĕсене те пĕрлех илсе килчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ шăпах 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Чăн малтан улшăну ОСАГО страхлакан полис хакланни пирки. Малашне унăн хакĕ йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутĕнчен килĕ. Енчен те вĕсен шучĕ нумай пулсан полис хака ларать. Кунсăр пуçне тата автомобиль правишĕн тỹлемелли пошлина ỹсет. Çав вăхăтрах предприятисене транспортшăн илекен пурлăх налукĕсенчен хăтарĕç.
Тепĕр улшăну парăмçăсемпе çыхăннă. Январь çурринчен йĕркене пăснăшăн пухăннă парăм 10 пин тенкĕрен иртсен вăхăтлăха водитель прависĕр хăварĕç. Уйрăмах камсене-ха? Алимент тỹлеменнисене, преступлени туса сиен кỹнĕ парăмçăсене, çул-йĕр правилисене пăсакансене, суд йышăнăвĕпе ачипе хутшăнма хирĕçлекенсене тата ыттисене суд приставĕсем транспортпа çỹреме чарĕç. Урăхла каласан, хĕрĕнкĕлле çеç мар, тĕрлĕрен парăмусемпе татăлман пулсан та тỹрех руль умне кĕрсе лараймăн. Инçе çула тухасси пирки вара шутламалла та мар.
А. КАРГИНА, районти ОГИБДД инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)