АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче ялан сыхă пулар

20 января 2017 г.

Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем çул-йĕр çинчи культурăна ỹстерес, аварисен, тĕрлĕрен пăтăрмахсен шутне чакарас тĕллевпе тăтăшах профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, ятарлă операцисем йĕркелеççĕ, шкул ачисемпе, ытти çынсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçаççĕ. Районти ГИБДД сотрудникĕсем хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынин результачĕ те çук мар. Çакна çул-йĕр инспекцийĕн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ.

2016 çулта пирĕн район территорийĕнче 31 аварие шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен маларахри çулпа танлаштарсан вĕсен шучĕ 13 процент чакнă. Çакă, паллах, кăмăллă. Инкекре аманакансем те виçĕ хута яхăн сахалланнă. Çав вăхăтрах аварисенче вилекенсем, çут тĕнчерен уйрăлакансем маларахри çулхинчен те ытларах пулни пăшăрхантарать.

Районти ГИБДД сотрудникĕсем ытларах чухне çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе водительсене асăрханма, тимлĕ пулма хистеççĕ, ыйтаççĕ. Çакă çеç çителĕксĕр тесе хаклас килет. Автомашинăсăр, техникăсăр, çуран çула тухнă çынсем те йĕркене пăхăнмасăр инспекторсен аллине çакланнă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Иртнĕ çул та çул-йĕр правилине пăхăнманран тăватă çынна айăпланă, протокол çырнă.

Юлашки çулсенче пурнăç начар мар енне улшăнса пынă май, çул çинчи куçăм та пысăкланчĕ. Урамра çуран утакансем сахалланса пыраççĕ, ун вырăнне аслă трасса та, хушма çулсем те техникăпа тулчĕç. Автомашинăсем хулари евĕр унталла та кунталла чупаççĕ. Теприсем вара ял урамĕсемпе пынă чухне те "Шумахер" евĕр хăвалаççĕ. Пĕлтĕр пулнă аварисенчен тăваттăшĕ шăпах çак сăлтавпа, хăвăртлăх режимне пăхнманнипе çыхăннă та. Аварисенчен пĕринче çын вилнĕ тĕслĕх те пулнă.

Цифрăсемпе фактсем:

Районта 243 çухрăм автомобиль çулĕ шутланать. Вĕсенчен 19-шĕ федераци, 82-шĕ республика шайĕнче, 142-шĕ _ вырăнти çулсем.

Пĕлтĕр районта ачасем хутшăннипе пулнă 4 аварие шута илнĕ Çулталăк тăршшĕпе районти çул-йĕр инспекторĕсем шкулсенче 63, ача-пăча учрежденийĕсенче 52 хутчен пулса профилактика калаçăвĕсем йĕркеленĕ.

2016 çулта автомашинăсем çỹрекен çула кирлĕ пек пăхса тăманнипе сиксе тухнă 12 аварие (Патăрьел тата Шăмăршă районĕсемпе пĕрле) шута илнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика