АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвапланă шывра ỹтне те, чунне те тасатрĕç

20 января 2017 г.

Ĕнер, январĕн 19-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Христос тĕнне ĕненекенсем Кăшарние, урăхла каласан, Турă шыва кĕнине, анлă паллă турĕç.

Уяв умĕнхи каçхине вара хăш-пĕр ялсенчи кỹлĕсенче хĕреслĕ вакăсем касрĕç, шыва кĕме меллĕ условисем турĕç, вĕсене вырăнсенчи чиркỹ настоятелĕсем сăвапларĕç. Сăмах май каласан, кăçал пирĕн районти вунă ялта _ Алманчăра, Патăрьелĕнче, Сăкăтра, Турханта, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Ишлĕре, Аслă Чементе, Тури Чакăра, Ишекре, Çăл Атăкра _ Турра ĕненекенсене шыва кĕрсе ỹтне те, чунне те тасатма ятарлă вырăнсем хатĕр- ленĕ.

Акă, Сăкăтри вăрман çумĕнчи "Мирун кỹлли" текен кỹлĕри Иордание январĕн 18-мĕш каçхине ватти те, вĕтти те йышлă пуçтарăнчĕ. Ăстасем каснă пăртан пысăк хĕрес тунă. Чылай хастар çак каçхинех хĕрес умĕнче сăвапланă шыва кĕрсе тасалчĕ. Хăшĕ-пĕри пит-куçне çунипех çырлахрĕ. Патăрьелĕнчи Кепе кỹллинче каснă вакка та Патăрьелĕнчи Александр Невский кнеç ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Алексий Федоров протоиерей ял тăрăх пуçлăхĕпе Николай Ялуковпа тата Турра ĕненекенсен ушкăнĕпе пĕрле сăвапларĕ, пурне те Кăшарни уявĕпе саламларĕ. Çак ĕçе Алманчă, Турхан тата ытти ялсенче те лайăх йĕркеленĕ.

Турă шыва кĕнине асăннă кунхине вара Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Сител кỹлли хĕррине каснă вак умне йышлă халăх пуçтарăнчĕ. Вăл шутра районти тĕрлĕрен структура подразделенийĕнче ĕçлекен хастарсем, тавра ял çыннисем, çамрăксемпе ватăсем тата ыттисем те. Уява хисеп туса çемьепе, ушкăнпа килекенсем те сахал мар. Кăшарни уявне хисеплесе шыва кĕме пикениччен Первомайски чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей ăна сăвапларĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулса чăн малтан вакка виçĕ хутчен чăмса тухрĕ. Ун хыççăн район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял кăлависем, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем, уява пуçтарăннă ытти çынсем те Турă пулăшнипе чăтăмлăн сивĕ шывра ỹтпе те, чунпа та тасалчĕç. Кăшарни уявне ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев та хутшăнчĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика