АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемшĕн техникум алăкĕ уçă

20 января 2017 г.

 Цифрăсемпе фактсем

Паянхи кун Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче 328 ача пĕлỹ пухать. 2016-2017 вĕренỹ çулне кунта пĕрремĕш курса 125 каччăпа хĕр килнĕ. Вĕсенчен 25-шĕ ял хуçалăхне механизацилес ĕçе хăнăхасшăн.

Вĕренекенсен пĕлỹ илес шайĕ япăх мар. Пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе 76-шĕ (23 процент) 4 тата 5 паллăсемпе вĕренет. 56 ача республика, ун тулашĕнчи конкурссене хутшăнса призерсем пулни савăнтарать. Иккĕмĕш курсри В. Егоров, акă, поварсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Пĕлỹ пухма ытларах Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчен килеççĕ.

_ Техникум яллă вырăнта вырнаçни кунта вĕренекенсемшĕн илнĕ пĕлĕве практикăпа çыхăнтарнă чухне питех те меллĕ. Пирĕн студентсем "Исток", "Красное знамя", "Батыревский" тата ытти хуçалăхсенче, автомашинăсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан Патăрьелĕнчи станцинче, обществăлла апатлану предприяти столовăйĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсен апатлантару вырăнĕсенче ĕçлĕ практикăра пулаççĕ, _ паллаштарать директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Куданова. Чылайăшĕ диплом илсен хăйсем практикăра пулнă предприятисенех çул тытать. Çакнашкаллисем акционерсен "Батыревский" хупă обществинче, "Исток" çĕр ĕç фирминче тата ыттисенче те сахалăн мар. Техникум пĕлĕвĕпе çырлахманнисем те пур. Вĕсем пĕлĕвне малалла аслă шкулсенче тăсаççĕ. Л. Павлов, А. Кадушкин хальхи вăхăтра республикăри ял хуçалăх академийĕнче, А. Азизов, П. Муллин, А. Лявин МАДИнче пĕлỹ пухаççĕ. Ытларахăшĕ диплом илнĕ хыççăн çĕршыв хуралне тăрать. Иртнĕ кĕркуннехи призывпа 19 каччă çар ретне кайрĕ.

Ăста кадрсем хатĕрлес ĕçре преподавательсен тỹпи пысăк. Коллективра 33ĕн вĕсем. Саккăрĕшĕ аслă, 16-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. В. Спиридонов, С. Алексеев, Н. Чинкин, Т. Имеркина "Раççей Федерацийĕнчи пуçламăш професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Кашнийĕшех професси пĕлĕвне çуллен ỹстерсе пыма тăрăшать. Вĕрентỹ ĕçченĕсем хушшинчи республикăри спартакиадăра малти вырăнсене йышăнма пултарни те преподавательсен тăрăшулăхне çирĕплетет.

Техникум вĕрентỹ мелĕсене çулран-çул анлăлатса пырать. Кунта аслăрах çулхисем те повар, водитель, тракторист специальноçĕсене илме пултараççĕ. Электросварщика 28 çамрăк хăнăхать.

Стипендиатсем _ кăтартуллисем, пултаруллисем

2015 çулта Республика Пуçлăхĕн стипендине _ 4, пĕлтĕр _ пĕр, кăçал каллех 4 студент тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем: Игорь Сергеевич Мякин, Ильяс Ильнарович Намакаев, Диана Андреевна Руссакова тата Сергей Русланович Ярушкин.

Сергей автомеханика вĕренет. "5" паллăпа çеç пĕлỹ пухать. Вăл "2016 çулхи чи лайăх студент" ята тивĕçрĕ. Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕнче регионсем хушшинчи буктрейлерсен конкурсне хутшăнса иккĕмĕш, физика рейтингĕпе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ, "2015 çулталăк имиджĕ" тав хутне тивĕçрĕ. Ытти конкурссемпе конференцисенче те тăтăшах ăна курма пулать.

Игорь та вĕренỹре чи-чи кăтартулли. "Ял профессийĕсен парачĕ" фестиваль-конкурсра палăрчĕ, наукăпа практика конференцийĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Техникумри студентсен канашĕн членĕ вăл. Республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене хутшăнса юлташĕсемпе пĕрле иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнинче те унăн тỹпи пур. Авторитечĕ, сăпайлăхĕ, юлташĕсене пулăшасси малта тăрать.

Диана повар-кондитера вĕренет. Лайăх вĕреннисĕр пуçне хĕр кашни мероприятиех хутшăнма тăрăшать. Акцисемпе тематика каçĕсенче сывă пурнăç йĕркине анлăн сармаллине кăтартать. Техникумри волонтерсен отрячĕн членĕ вăл. Спортпа та туслă. Алă вăй виçекенсен ăмăртă- вĕнче пĕрремĕш, "Çамрăксен территорийĕ" республика конкурсĕнче иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ.

Ильяс "Чăваш Енри чи лайăх студентсен канашĕ" номинацире палăрчĕ. Техникумри студентсен канашĕн ертỹçин тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Активпа пĕрле кашни мероприятие кăмăла каймалла ирттерме тăрăшать. Волонтерсен йышĕнче те, спорт мероприяти- йĕсенче те хастар Ильяс.

А. АСТРАХАНЦЕВА. ХАКЛАВ

В. ПЕТРОВ, директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2015 çулхи стипендиачĕ:

_ Мана çак сумлă стипендие илме район администрацийĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕ тăратнăччĕ. Шанчăк пысăк. Вăл малалла тата хастартарах ĕçлеме хистет. Кăçалхи стипендиатсем те çак ята пур енĕпе те тивĕçлĕ тесе хаклатăп.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика