АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлеве вăхăтра илĕç

20 января 2017 г.

 Чăваш Енре те çĕршывăн ытти кĕтесĕсенчи пекех, пенсионерсем пĕр хутчен паракан 5 пин тенке январь уйăхĕнче илеççĕ. Редакци почтине çак темăпа çырнă çырусем сахал мар кĕреççĕ. Вĕсем çине Раççей Федераци- йĕнчи Чăваш Енри Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕ Р. Кондратьева хуравлать:

_ Граждансене 5 пинпе тивĕçтересси мĕнле пынипе кĕскен паллаштарăр-ха.

_ Тỹлев вăхăтра тата йĕркеллĕ пулса пырать. Пенсийĕсене банкран илекен пенсионерсене пĕр хутчен паракан тỹлеве январĕн 11-мĕшĕнче куçарса панă. Почта урлă илекеннисене январĕн 13-мĕшĕнчен салатма пуçланă. Пенсие маларах тивĕçтернисене те черетпе парса пыраççĕ. Çак вăхăтра килте çуккисен е больницăра сипленекенсен пăшăрханма кирлех мар. Май пур пулсан вĕсен январĕн 28-мĕшĕччен çывăхри почта уйрăмĕсене çитмелле. Ерçейменнисене февраль уйăхĕнчи пенсипе параççĕ.

_ Декабрь уйăхĕнче пенсие тухнисем çак тỹлеве илме пултараяççĕ-и?

_ Ватлăхпа тивĕçлĕ канăва тухакансем 2016 çул вĕçне заявлени çырса ĕлкĕрнĕ пулсан илеççех. Чăваш Енре çакнашкаллисем 500 çын ытла.

_ Декабрьте вилнисемшĕн çак укçа тухать-и?

_ Унпа пĕрле пурăннисем тата ăрăва малалла тăсакансем ăна çулталăкăн юлашки кунĕшĕн илме пултараççĕ.

_ Суд приставĕсем парăмсене саплаштармашкăн çак 5 пинрен шыраса илееççĕ-и?

_ Çук. Ваттисен çуртĕнче пурăнакансене те ăна пĕр татмасăр памалла.

_ Республикăра, районта миçе пенсионер 5 пинлĕ пулĕ?

_ Пенси фондĕнчен 367 пин çын ытла çакна илет. Ытти ведомствăсенчен 10 пинĕн ытла. Сирĕн ра-йонпа илес пулсассăн вара 12167 çын.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика