20 января 2017 г.
Патшалăх ветеринари службин республикăри ертỹçи, патшалăх ветеринарин тĕп инспекторĕ
С. Скворцов ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнă. Сергей Иванович районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчи тата республикăри ветеринари лабораторийĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсемпе тĕл пулнă. С. Скворцов республикăри эпизотилле лару-тăрупа паллаштарнă, Африка чуми, уртаракан чир, ящур, çĕпĕр язви тата ĕне-выльăхăн лейкозĕ пирки чарăнса тăнă. Çавăн пекех сыснасен Африка амакне район территорине кĕртес мар тесе ытларах тăрăшса ĕçлемеллине, халăха тĕплĕ ăнлантармаллине каланă.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнлерех аталанса пыни, фермăсенче хĕле еплерех хатĕрленсе кĕтсе илни, чир-чĕре хирĕç профилактика мероприятийĕсем ирттерни пирки кĕскен пĕлтернĕ.
Канашлу хыççăн С. Скворцовпа П. Ефимов (ỹкерчĕкре) Шăнкăртамри Р. Бикчурин фермер хуçалăхĕн нумай пулмасть хута кайнă фермине çитсе курнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)