20 января 2017 г.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен суд приставĕн начальникĕ Галина Афки хаçат редакцине çитернĕ информаци тăрăх, паянхи куна районта 18 ашшĕ ачисемшĕн алимент вăхăтра тỹлемест. Вĕсенчен пĕрисем темиçе уйăх, теприсем çулталăк парăма кĕнĕ. Виççĕмĕш ушкăнрисем вара суд йышăнăвне нимĕн вырăнне хумасăр темиçешер çул унталла та кунталла алиментран тарса çỹреççĕ. Çакскерсем явсан-явсан вĕренĕн вĕçĕ пулнине маннă-ши? Тарсан-тарсан вĕсем кашниех йĕрке хуралçисен аллине çакланасси те паллă-ха. Çапах та паян районти пристав участокĕн сотрудникĕсем вулакансенчен, общественноçран Патăрьелĕнчи Ю. Филиппов, Çĕньялти А. Квасов, Первомайскинчи Н. Николаев, Пăлапуç Пашьелĕнчи В. Никитин, Тури Чакăри Г. Матюшкин ăçта тарса е пытанса пурăннине пĕлсен, е курсан (8352) 41-08-71 "шанăç телефонĕпе" е тата районти суд приставне 6-22-66 телефонпа шăнкăравлама ыйтаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)