20 января 2017 г.
Пĕр-икĕ çул каялла Турханта пурăнакан "Бурановские бабушки" ансамбльти кинемейсем çулĕн- чи асанне-кукамайсен ырă та пархатарлă ĕçĕ пирки хаçатра çутатнăччĕ. Çак ялти "Сывлăх" текен ушкăн кашни каç скандинави уттипе çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварать иккен. Усси вара çав тери пысăк: юн пусăмĕ те вырăнне ларать, пуç та ыратмасть, пĕр тикĕс хусканупа шăм-шак та çемçелет... Унтан ытла ватă çынна мĕн кирлĕ-ха? Вăхăт иртнĕçем çак "чирпе" ытти ялсем те аптăрарĕç: Патăрьелсем, Ишлĕсем, Алманчăсем... Халĕ тата сывлăхшăн усăллă процедурăна Туçасем, Кĕçĕн Патăрьелсем пикенсех алла илнĕ иккен. Асăннă хастарсенчен ыттисен тĕслĕх илни те пăсăк пулмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)