АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашистсем пысăк ăмăртăва хатĕрленеççĕ

24 января 2017 г.

 

Январĕн 21-мĕшĕнче, республикăри сывлăх тата спорт кунĕнче, Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче кунĕпех тĕрлĕ енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Спортсменсем волейболла та вылянă, тренажер залĕсенче пиçĕхнĕ, бассейнсенче ишсе киленнĕ...

Çитес шăматкун, январĕн 28-мĕшĕнче, ирхине 10 сехетре вара район центрĕнчи "Паттăр" ФСК каллех ĕçлĕ шав сассипе тулĕ. Хальхинче кунта республика шайĕнчи кубока çĕнсе илес тĕллевпе вăйлăран та вăйлă шашистсем сĕтел хушшине ларĕç. Пысăк шайри ăмăртăва аслă хуласенчи ăста спортсменсем те хутшăнаççĕ. Ăс-тăн тупăшăвĕ çивĕч пуласси халех сисĕнет. Çапах та шанас килет, Патăрьел шашисчĕсем те асăннă турнирта пысăк хастарлăх кăтартĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика