АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе те номерлесшĕн

25 января 2017 г.

Юлашки вăхăтра Раççейре килти выльăх-чĕр-лĕхĕн пĕрлехи идентификаци тытăмне хута ярас пирки чылай çыраççĕ. Мĕнле çĕнĕлĕх-ха çакă? Килти чĕрчунсене тата ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе идентификаци номерĕ парĕç, вĕсене чиппа, татуировкăпа паллă тăвĕç. Патшалăх информаци тытăмĕнче вара вĕсем пирки пĕтĕм палли упранĕ: тĕсĕ, ама е аçа пулни, ăрачĕ, хăçан тата ăçта çурални пирки.

Çакă килти выльăх-чĕрлĕхе те, кайăк-кĕшĕке те пырса тивĕ. Лашасене, пăлансене, тĕвесене, йытăсене, кушаксене, кроликсене, вĕлле хурчĕсемпе пулăсене те номер парĕç. Вĕлле хурчĕсем тенĕрен, вĕсене кашнине номерлемĕç, ушкăнпа пĕр номер çеç парĕç. Çакнашкал улшăнăва çитес çул вăя кĕртесшĕн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика