АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Влаç _ полномочисем кăна мар, чи малтанах _ халăх умĕнчи пысăк яваплăх"

24 января 2017 г.

 Январĕн 20-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулленхи Çырупа тухрĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти пиншер çын Чăваш Ен Ертỹçин стратегилле аталану çул-йĕрĕ пирки каланă сăмахсене тỹрĕ эфирпах тимлĕн итлерĕ. Сăмах май каласан, Çырупа паллашма, ăна хак пама пирĕн районтан та сумлă делегаци тĕп хуламăрти оперăпа балет театрĕнче пулчĕ. Паян эпир хисеплĕ вулаканăмăрсене Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ пирки каланă хăш-пĕр çынсен шухăшĕсемпе паллаштаратпăр.

Леонид Кузнецов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ:

"Республика Пуçлăхĕ Михал Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тата ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Иртнĕ çул районта эпир ку ыйту патне тимлĕх çителĕклех уйăрма тăрăшрăмăр. Пушă выртакан лаптăксен 1350 гектарне (палăртнинчен 112,5 процент ытларах) е 29 процентне усă курма пуçларăмăр. Ял тăрăх пуçлăхĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермер хуçалăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленин витĕмĕ пысăк пулчĕ. "Корма", "Звезда", "Красное знамя", "Тойсинская" хуçалăхсем, Е. Мартышкин, Л. Краснова, Р. Санзяпов, И. Чемеров, А. Багаутдинов, С. Халитов фермерсем уйрăмах аван тăрăшрĕç.

Кăçал та пулăхлă тăпрара çум курăк ан çитĕнтĕр тесе тулли вăйпа ĕçлеме тĕллев лартнă. Районти депутатсен Пухăвĕнче усă курман пĕр гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕшĕн пĕр пин тенкĕ пама йышăнни ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тата та хавхалантарасса шанса тăратпăр".

Алена Куданова, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ:

"Чăваш Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа тĕплĕн паллашрăм. Маншăн М. Игнатьев "Çын ăçта çуралнă _ çавăнта кирлĕ" тени çывăх пулчĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Республика Правительстви çынна хăй çуралнă çĕртех ỹссе çитĕн- ме услови туса парать. Ялсенче ача сачĕсем ĕçлеççĕ, шкулсем пур. Професси тата аслă пĕлỹ илессишĕн те аякка çỹреме кирлĕ мар. Пирĕн районтах, акă агропромышленность техникумĕ ял хуçалăхĕ валли кадрсем хатĕрлет. Дипломлă специалистсем валли вырăнтах ĕç тупма пулать. Малалла пĕлỹ илес тесен Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче вĕренме майсем пур".

Гаврил Медведев, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ:

"Республика Пуçлăхĕн Çыруне кашни çулах тимлĕн итлетĕп. Михаил Васильевич Чăваш Енĕн аталану çул-йĕрне уççăн та пайăрлă каларĕ. Хамăрăн умри тĕп тĕллеве _ республикăра пурăнакан кашни çын пурнăçне кунсерен лайăх- латмаллине _ çивĕчлетрĕ. Пуян содержаниллĕ, тулли те тĕллевлĕ Çыру пире уйрăмах мĕн пур вăя хурса, яваплăха ỹстерсе ĕçлеме хистет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн сăмахне çирĕп тезиссенчен пуçларĕ. "Влаç _ полномочисем кăна мар, чи малтанах халăх умĕнчи пысăк яваплăх" тесе çирĕппĕн калани пире кашнинех пырса тивет. Çырура Михаил Игнатьев физкультурăпа спорта аталантарас, спортра пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăксене хавхалантармалли шухăшсем кăмăла хăпартрĕç. Хальхи вăхăтра ялсенче те çакă чи кирли тесе шутлатăп. Кашни çын пушă вăхăта спортпа çыхăнтарнине ырламалла çеç. Çак тĕллевпе эпир те май пур таран ял çамрăкĕсене, аслисене те спорт мероприятийĕсене явăçтаратпăр, кашни кунах вăтам шкул спорт залĕнче тренировкăсем тăватпăр, волейболла вылятпăр. Районта иртекен тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсенчен те айккинче юлма тăрăшмастпăр. Тивĕçлĕ канăва тухнисем виççĕмĕш çул ĕнтĕ инвалидсен обществин председателĕ Евдокия Михайлова пенсионерка ертсе пынипе кашни каçах скандинави меслечĕпе утма тухни те хăйне евĕр ырă пуçару темелле. Урăхла каласан, Республика Пуçлăхĕ

Çырура палăртнă пек, ырă туртăма пирĕн вырăнсенче малалла та пулăшса пымалла, çамрăксен чунĕнче вăй илтермелле тесе шутлатăп".

Миназым Рахматуллин, "Присурский" заповедникăн патшалăх инспекторĕ:

"Чăваш Ен Правительстви экологи хăрушсăрлăхне лайăхлатассишĕн, симĕс зонăсен шутне ỹстерессишĕн нумай тăрăшать. Çỹп-çаппа каяшсене çĕнĕрен ĕçе кĕртессипе тата утилизацилессипе комплекслă система тăваççĕ. Çакă республикăри пур çыншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çут çанталăка, ỹсен-тăрана упрасси, тавралăха пĕлме туризма аталантарасси тата ытти пирки те каларĕ".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика