24 января 2017 г.
Хĕллехи шартлама сивĕ кунсенчен пĕринче савăнăç, çуркуннехи ăшă кăмăл, темĕнле асамлăх илсе килекен кун вăл _ кăрлачăн 25-мĕшĕ. Ăна Христос тĕнне ĕненекенсем те, студентсем те хăйсен кунĕ тесе паллă тăваççĕ: Студентсен е тепĕр енлĕн каласан _ Татьянăсен кунĕ.
Уяв историйĕнчен
1755 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче (хальхипе 25-мĕшĕ) Елизавета императрица Мускав университетне туса хуни çинчен Хушу кăларнă. Çавăнтанпа çак куна студентсем хăйсен кунĕ теççĕ. 2005 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Раççейри студентсен кунĕ" уява официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ. Христос тĕнне ĕненекенсем кăрлачăн 25-мĕшĕнче Çветтуй Татианăна асăнса кĕлĕсем ирттереççĕ. Историнчен, Рим консулĕн хĕрĕ Титиана хăйĕн пурнăçне Христоса халаллани паллă. Анчах та ăна язычество Туррисен йĕркисене тытса пыракансем хупса хурса асаплантарнă, кайран (кăрлачăн 25-мĕшĕнче) вĕлернĕ. Вилнĕ хыççăн Татианăна çветтуйсен шутне кĕртнĕ.
Татьяна ята илтсенех Александр Пушкин çырнă "Евгений Онегин" поэми аса килет. Сăпайлă та тирпейлĕ, лăпкă та кăштах тунсăхлă, çепĕç чунлă та пĕчченлĕхе юратакан хĕр сăнарĕ пурнăçри ытти Татьянăсене те çакнашкал виçепе хаклама хистет. Анчах та мĕнлерех-ши вĕсем, паянхи Татьянăсем? Çак ыйтупа кăсăкланса уяв тĕпелне хăш-пĕр Татьянăсене йыхравларăмăр:
Татьяна Аверьянова, Шупашкарти педагогика колледжĕн студенчĕ:
"Студент пулнăранпа кăрлачăн 25-мĕшĕ маншăн питĕ паллă кун. Иртен пуçласа каçчен саламсем йышăнатăп, юлташсемпе пĕрле чейпе торт çисе сăйланатпăр. Эпĕ хама пĕрре те А. Пушкинăн геройĕпе танлаштармастăп. Поэмăри Татьяна пĕчченлĕхе юратать пулсан, эпĕ вара ытларах юлташсемпе пулма, çынсемпе паллашма, мероприятисене хутшăнма юрататăп. Студент вăхăчĕ асра савăнăçлă самантсемпе юлтăр тесе тăрăшатăп".
Татьяна Анисимова, райадминистрацин специалисчĕ:
"Хальхи пур-ăçра А. Пушкин поэминчи Татьяна пек пулсан пурăнма йывăртарах пек туйăнать. Кăштах маттуртарах, пăравуртарах пулмасан нимĕнле çĕнĕлĕхсем те тăваймăн. Пурнăç таппинчен юлса пырсан малашлăх çук. Этемĕн яланах малалла ăнтăлмалла. Мана Татьянăсен кунĕнче юлташсем, ĕçтешсем кашни çулах саламлаççĕ. Вĕсен саламĕсем хавхалантараççĕ, малалла тата та тăрăшарах ĕçлеме, çитĕнỹсем тума хистеççĕ".
Татьяна Сурнаева, Хирти Пикшик шкулĕн учителĕ:
"Эпĕ студент пулнă чухне кун пек уяв çукчĕ. Халĕ кăрлачăн 25-мĕш- не питĕ анлăн паллă тăваççĕ. Çакна эпĕ ырлатăп çеç. Шкул ачисемшĕн вăл малалла ăнтăлма, лайăх вĕренме хистекен уяв _ лайăх вĕренсен çеç студент пулаятăн. Татьянăсен кунĕ пирĕн шкулта та асра юлмалла иртет _ учительсене, вĕренекенсене саламлаççĕ, открыткăсем параççĕ. Эпĕ вара пĕтĕм Татьянăсене сăпайлă та çепĕç чунлă, анчах та çав вăхăтрах çирĕп ăс-тăнлă, кирек мĕнле лару-тăрура та малтисен ретĕнче пулма сунатăп".
Татьянăсемпе Наталия НИКИТИНА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)