АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршĕн çĕр сăмах ан пултăр

27 января 2017 г.

1990 çулсен пуçламăшĕнче РФ Президенчĕ Б. Ельцин ялта пурăнакан кашни уйрăм хушма хуçалăха (сăмах кунта çĕр пайĕ (долевые паи) пирки мар) пĕр гектар таран çĕр парасси пирки хушу кăларнăччĕ. Çакăн хыççăн пỹрт хыçĕнчи лаптăк çумне тата хирте, ял совечĕн текен çĕр çинче, 70-80 сотăй (пахчара миçе сотăй çĕр пуррине шута илсе) хушăнчĕ. Ăна кашниех илчĕ тесен те йăнăш мар. Вăл çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтерсе сутма, хушма укçа ĕçлесе илме майсем пачĕ. Паян та чылайăшĕ унпа туллин усă кураççĕ. Нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтерекенсем те, аслă çултисем хушшинче уя çỹреме кансĕр тесе пăрахакансем те пулчĕç.

Ял совечĕсем çак хушма лаптăка пама панă, анчах документне тума вара темшĕн васкаман. Çавна май ĕнтĕ вĕсем халь хуçасăр пекех курăнаççĕ. Район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалистĕнчен Ю. Никитинран "Ельцин çĕрĕсене" регистрацилесси пирки тĕплĕн- рех ăнлантарса пама ыйтрăмăр.

_ Çĕр кодексĕн саккунĕпе килĕшỹллĕн эпир усă куракан кашни лаптăкăн докуменчĕ кирлĕ, унсăрăн вăл чăнах та манăн иккенне мĕнпе ĕнентерĕн-ха? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пĕр гектар таран панă çĕрсене çийĕнчех икĕ енлĕ килĕшỹ (çĕр хуçипе ял совечĕ) туса ял совечĕн пичечĕпе çирĕплетмелле, ун хыççăн райкомземра регистраци тумалла пулнă. Районти Сăкăт тата Чемен, Первомайски ял тăрăхĕсенчи хăш-пĕр ялта çеç ку ĕçе пурнăçланă. Тутар Сăкăтĕн- че вара пĕр гектара харпăрлăх шутнех кĕртнĕ. Ыттисенче вĕçне-хĕрне тухса пĕтерейменнипе _ лаптăк чиккине палăртнă, килĕшĕвĕ пур, райкомземра çи- рĕплетмен _ документсене йăлтах çĕнĕрен тума тивет. 

-Юрий Александрович, "Ельцин çĕрĕпе" саккунпа килĕшỹллĕн усă курас тесен мĕн тумалла-ха?

_ Чи малтанах ял тăрăхне каймалла та хăвăра тивĕçекен лаптăка регистрацилесси пирки пĕлтермелле. Çакăн хыççăн ăна виçтерме, чиккисене палăртма кадастр инженерĕ патне çитме тивет. Вăл туса панă çĕр лаптăкĕн схемипе вырăнти ял тăрăх пуçлăхне паллаштармалла, алă пустармалла. Унтан хатĕр хута район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне (7-мĕш пỹлĕме), илсе килмелле. Çĕр документне район администраци пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ, хушу кăларнă хыççăн тепĕр хут кадастр инженерĕпе тĕл пулмалла. Вăл вара чикĕсен планне (межевой план) хатĕрлет, кадастр учетне тăратать. Кадастр паспортне илнĕ хыççăн район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне килсе лаптăка хăвăра кирлĕ çул таранччен _ 49 çул таранчченех илме май пур _ арендăна пама ыйтса заявлени çырмалла. Эпир çĕре аукциона тăрататпăр. Кам лаптăка илесшĕн, çав аукциона хутшăнать. Выляса илекеннипе икĕ енлĕ килĕшỹ (çĕр хуçипе тата район администрацийĕпе) тăватпăр. Вара тин арендатор документсене нумай функциллĕ центра кайса парать. Кунта хутсене регистраци палати урлă хатĕр- лесе çитереççĕ.

_ Çĕре регистрацилеме ки- лĕшменнисем те тупăнаççех пуль тетĕп... _ 2019 çулччен районти кашни лаптăкăн чикки пулмалла. Паян пулмасан ыран пĕрех документ тутарма тиветех. Çĕрсене тĕрĕслесе çỹрекен ятарлă органсем килсен та кирлĕ хутсем пулмасан пуçран шăлмаççĕ. Регистрацилемен çĕре хăть кам та арендăна илме пултарни пирки те манмалла мар. Ун пек тĕслĕхсем районта пулнă. Шел пулин те, суд та малтанхи çĕр лаптăк хуçисене документсем çуккипе хỹтĕлеймен.

Аренда килĕшĕвĕ тусан хуçи, арендатор, вилсен те унăн ачисем çак çĕрпе малалла усă кураяççĕ.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика