27 января 2017 г.
"Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ- сен О. Мешковпа К. Ермолаев призĕсене çĕнсе илессишĕн волейболла выляса республика ăмăртăвĕн муниципаллă тапхăрĕнчи тупăшăвĕсем иртрĕç. Вăйăсене хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Ай- затуллов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн О. Мешковăн пулăшуçи Л. Лялина, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Моисеев саламларĕç.
Мероприятие ял çамрăкĕсене спорта анлăн явăçтарас тĕллев- пе йĕркеленĕ. Ăмăртусене арçын ачасен тата хĕрачасен пилĕк-шер команди хутшăнчĕ. Вăйă- сем ФСК тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕсенче иртрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ команди те пĕрремĕш, Турхансен спортсменĕсем иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем, хĕрачасенчен Первомайскисем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Турнир çĕнтерỹçисене депутатсен ячĕпе грамотăсем, волейбол тупписем парса чысларĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)