АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе _ çемьепе

27 января 2017 г.

 Шупашкарта Чăваш Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев парнисене çĕнсе илессишĕн спорт çемйисен йăлана кĕнĕ йĕлтĕр эстафети иртрĕ. Унта пирĕн район хастарĕсем те хутшăнчĕç. Юхма Енсен чысне Базманкинсемпе Макаровсем хỹтĕлерĕç. Юрий Васильевич предприниматель шутланать. Людмила Витальевна социаллă хỹтлĕх пайĕнче ĕçлет. Дениспа Артур вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ.

Макаровсем йĕлтĕр йĕрĕ çине пиллĕкĕн тухнă: Петр Васильевич Аслă Чементи вăтам шкулта физкультурăна вĕрентет, Светлана Алексеевнăпа юнашар Шупашкарти медколледжра вĕренекен Александр, ялти шкула çỹрекен Сергейпа Даниил пулнă. Çемье виççĕмĕш вырăна тухнă. Диплом тата "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн хаклă парнине çĕнсе илнĕ.

(Хамăр корр.).

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика