27 января 2017 г.
"Халăх тĕрĕслевĕ" информаци ресурсĕ çынсемпе республикăри ĕç тăвакан влаçăн органĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет.
2014 çулхи декабрьтен ĕçлеме пуçланă çĕнĕ интернет-сервиса çынсенчен 1000 ытла ыйту килнĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Шупашкар районĕнче пурăнакансенчен. Ыйтусенчен çурри ытла территорисене тирпей-илем кĕртессипе, чĕрĕкĕ çул- йĕре тытса пырассипе çыхăннă.
"Халăх тĕрĕслевĕ" порталпа сĕнỹ е асăрхаттару çырас тесен, патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче учет çырăвĕ кирлĕ. Ку информацие модератор тĕрĕслет те кирлĕ министерствăна, ведомствăна ярса парать. Портал Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçăн органĕсен документсен электрон çаврăнăшĕн тытăмĕпе çыхăннă. Çавăнпа та çынсен шухăшĕсене тỹрех отрасль ведомствине çитереççĕ. Ыйтăва 10 кун хушшинче пăхса тухмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)