27 января 2017 г.
Александр ПЕТРОВ, районти ОГИБДД начальникĕ:
_ Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ регион пурнăçĕн мĕн пур сферишĕн хăйне евĕр никĕс пулса тăрать. Михаил Игнатьев Çырура Чăваш Ен малашлăхĕ, пуласлăхĕ пирки каланă сăмахсем пурне те хăпартлантараççĕ тесе шутлатăп.
Тỹрремĕнех пирĕн ĕçпе, çулсен пахалăхĕпе çыхăннă шухăшсен çивĕчлĕхĕ те паянхи кун çав тери пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен районта пулакан аварисен пĕр пайĕ шăпах çул-йĕр юсавсăр пулнипе çыхăннă. "Çулсен пахалăхĕ çынсен сывлăхне витĕм кỹнине пирĕн самантлăха та манмалла мар... 2016 çулта çул çинче инкеке пула уйрăлнă 171 çынран 67-шĕн вилĕмĕ çул япăххипе сăлтавланнă",_ тенĕ Çырура.
Цифрăсене хамăр районпа танлаштарас пулсан çакна палăртмалла. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн аварисен шучĕ маларахри çулхинчен чакнă. Анчах та çул-йĕр условине пула пĕлтĕр аварисен шучĕ 42 процент ỹсни, инкексенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлни ятарлă службăсен хăйсен ĕçне лайăхлатмаллине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Наталия НИКИТИНА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ:
_ Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва эпир районтан кайнă делегатсен ушкăнĕпе пĕрле итлерĕмĕр. Анлă та тулли содержаниллĕ Çырăва пысăк хак памалла. Михаил Васильевич чăн малтанах Республика Правительстви граждансене социаллă хỹт-лĕх парас тĕлĕшпе хăй çине илнĕ тивĕçсене пурнăçласа пынипе паллаштарни питĕ кăмăла кайрĕ. Çакă шăпах халăх пурнăçĕ, унăн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çырура пĕлтĕр социаллă пулăшупа тивĕçтерме 1,6 миллиард тенкĕ ытла уйăрнине каларĕ. Кăçал вара çак суммăран тата икĕ процент ытларах укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
Сăмах май каласан, пирĕн районти халăхăн 37 проценчĕ тĕрлĕрен социаллă пулăшупа усă курать. Сахал тупăшлă 659 çемье субсиди илет.
Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, 2012 çултанпа ĕç стажĕпе (хĕрарăмсем 37,6, арçынсем 42,6 çул) "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем икĕ пине яхăн. Кăçал вĕсен йышĕ тата пысăкланĕ.
Георгий ФОМИН, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ:
_ Республика Пуçлăхĕн Çырăвне питĕ пысăка хурса хак паратăп. Чи малтанах вăл 2016 çулхи паллă событисене аса илчĕ, Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕсен пĕлтерĕшне хак пачĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕ умне лартнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен усă курмасăр выртнă çĕрсене ĕçе кĕртесси. Пĕлтĕр республикăра усă курман çĕрсен 27 пин ытла гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнине пĕлтерчĕ. Ку ыйтупа пирĕн Патăрьел районĕ те çине тăрсах тимлет. Сăмах май каласан, Алманчăра акăнман-лартăнман е хыт-хура пуснă çĕрсем çук.
Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче çемье хаклăхĕсене, ырă йăла-йĕркесене упраса хăварассипе, экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, çынсен сывлăхне çирĕплетессипе, вĕрентỹпе культура аталанăвне хăвăртлатассипе пурнăçланă ĕçсем тата малашлăх ĕмĕтсем пирки конкретлă палăртрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)