АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текен ĕç тупатех

27 января 2017 г.

Чылай çул "Авангард" хаçатра ĕçлесе командировкăсене ялсене тухсан тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçма тỹр килнĕ. Пĕрисене паянхи пурнăç килĕшет. Теприсене хыçа юлнă самана кăмăла каять-мĕн. Нихăшне те хирĕçлейместĕн. Пĕтĕмлетсе çапла çеç калама пулать: сывлăх пултăр. Унччен те япăх пурăнман, халĕ те пурнăç илемĕпе киленме кая юлман-ха эпир.

Пĕринче район центрĕнчен аяк-ка вырнаçнă пĕр ялти çиччĕмĕш теçеткене вакланă çынпа сăмах пуçарма тиврĕ. Çав çула çитнĕ тесе никам та параймасть хăйне. Вăхăтĕнче патшалăх ĕçĕнче вăй хунă вăл. Вăрман енчи сывлăш, кăмăла каякан ĕç, килĕшỹллĕ çемье хавхалантарса çеç пынă ăна. Мăшăрĕпе виçĕ ачине тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ вĕсем. Пурне те çемьелентернĕ. Çуртлă-йĕрлĕ, хваттерлĕ пулма пулăшнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмен тенĕ евĕр, ăрăва малалла тăсакансем те ĕçлĕхлĕ ỹснĕ. Пĕрин пирки те япăх сăмах калама çук. Анчах арçынна урăххи пăшăрхантарать. Лавкка хыçĕнче е клуб çумĕнче ĕçкĕ енне сулăннă çынсем пурри кăмăлне хуçать. Малашлăхра мĕн кĕтмелле-ха вĕсенчен?

Кашни çыннăн ĕнси çинче пуç пур. Мĕншĕн хăйсен шутламалла мар? Çак темăна эпĕ маларах та пĕрре çĕкленĕччĕ. Каллĕ-маллĕ ял урамне утăмпа виçиччен (кунашкаллисем те пур, çурт хыçĕн-чи пахчисенче пĕр йăран çĕр улми лартса ỹстереймеççĕ) килте выльăх-чĕрлĕх усрасан та, çĕрпе усă курса севок, кишĕр çитĕнтерсен те усă. Фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме май пур.

Çамрăкла çак ĕçе пуçăнакансене патшалăх та пулăшу парать. Çỹлерех асăннă çемье те картиш тулли выльăх усрать. Ун пек чухне çурт никĕсне малалла тăсаканни те ĕçсĕр пурăнмасть. Выльăх валли хĕл каçма çу каçипех мĕн чухлĕ утă-улăм, выльăх кăшманĕ çитĕнтермелле. Вĕтĕ çĕр улми те сая каймасть. Хăшĕсем çуркуннеренех чăх-чĕп, хур-кăвакал илсе ỹстереççĕ.

Çамрăксем валли пачах ĕç çук тесе калаймăн. Хăшĕсем хăйсем янтă пурнăçа хăнăхнă. Çавă çеç. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пенси илет. Мĕншĕн ĕçе утмалла? Кун пек те пурăнма пулать-çке.

Тата ытларахăшĕ "пар" тесе ыйтма хăнăхнă. Район центрĕнче яваплă вырăнта ĕçлекен тепĕр çул юлташăн калаçăвĕ те асрах. Çамрăксем сахал тỹлевлĕ ĕçе явăçасшăн мар. Ĕç стажĕ вара пенсие тухма çав тери кирлĕ. Хăшĕсем налук хурăнман биз- неспа çеç пурăнасшăн.

"Пирĕн кỹршĕсем çамрăк специалистсене тивĕçекен çăмăллăхпа усă курса пурăнмалли кĕтеслĕ пулчĕç. Çав вăхăтрах яллă вырăнта хушма хуçалăха аталантарма май паракан çăмăллатнă кредит та илчĕç. "Ача амăшĕн капиталĕн" сертификатне те тивĕçрĕç",_ тет. Патшалăх паракан çăмăллăхсем хăш-пĕрисене юхăнтараççĕ. Пурăнма май çитет, çăкăр-тăвар илме укçа пур вĕсен. Çавăнпа ĕçе утма ỹркенеççĕ те.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика