27 января 2017 г.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче ĕçлекенсем ĕне-выльăх лейкозпа тата бруцеллезпа чирлипе чирлĕ маррине палăртас тĕллевпе вĕсен юнне тĕрĕслев валли илме пуçланă. Нумай пулмасть вĕсем Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче пулчĕç, 271 проба илчĕç. Çавăн пекех выльăха уртаракан чиртен профилактика ирттерчĕç.
"Труд" хуçалăхра 348 пуç ĕне-выльăх, унтан сă- ваканни _ 170, пушмак _ 45. Хуçалăх 2016 çулта 766 тонна сĕт сунă. Пĕр ĕне вăтамран 4510 килограмм сĕт панă. 100 ĕне пуçне 85 пăру илнĕ. Выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче тăрăшакансем фермăра ĕçлекенсемпе чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттересси тата усал амаксенчен сыхланмалли йĕркесем пирки те калаçнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)