АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тăлăх та, хăрăк та ан пулччăр

27 января 2017 г.

Район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ чылай чухне пăлханусăр, пăшăрханусăр иртмест. Хальхинче те лару ĕçне хутшăннисем хăш-пĕр ыйтупа пĕр шухăш патне тухиччен чылай канашларĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ темăсем пурте ача шăпипе, унăн пуласлăхĕпе, пурнăç çулне йĕркелессипе çыхăннă-çке...

Çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен сектор заведующийĕ, комисси секретарĕ М. Кошкина ларăва ертсе пынă май пĕрремĕш ĕçпе паллаштарчĕ. 15 çул тултарнă каччă пĕр кунхине водитель удостоверени- йĕсĕр çеç мар, руль умне ỹсĕрле кĕрсе ларнă та çула тухнă. Юрать-ха, телее тенĕ евĕр, пакунлисен куçĕ тĕлне лекнĕ. Енчен те çăмăлттайланса пĕр-пĕр авари туса хунă е тата хăйĕн шăпи те синкерлĕ çаврăнса тухнă пулсан...

Хул-çурăмĕ те тĕрекленсе çитмен тепĕр арçын ачан ашшĕпе амăшне вара тивĕçлĕ воспитани паманшăн айăплама тиврĕ. Ывăлĕ хăйĕн хăтланăвĕпе çылăха кĕнĕ пирки пысăк хуларанах протокол çырса янă. Видео-сăнава тĕпе хурса хатĕрленĕ документа ĕненес пулсан, апăрша каччи пĕр магазинтан пылак çимĕçсем илсе тухма тытăнни паллă. Виççĕмĕш протоколпа çыхăннă хĕрарăм çулталăк тăршшĕпе виçĕ хут та комисси "кавирĕ" çине тăма тивĕçнĕ иккен.

Çемьере, ашшĕ-амăшĕпе килĕшỹ çукранах вĕсен ачисем пĕр йăвара тĕпленсе пурăнаймаççĕ, тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ. Пĕри - хăйĕнпе, тепри кукамăшĕпе пурăнать. Телейлĕ пулмалли ачасемех тăлăх та, мĕскĕн те çитĕнеççĕ. Мĕншĕн çапла-ха? "Айăпĕ чăн малтан _ аслисенче. Çул çитмен ачасене ура çине тăратса аслă çул çине кăларасси _ ашшĕпе амăшĕн пирвайхи тивĕçĕ" _ çапла пĕтĕмлетрĕç хăйсен шухăшне комисси членĕ-сем. Паллах, РФ тата ЧР административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексри статьяпа килĕшỹллĕн, хăйсен ачисене воспитани парса çитереймен ашшĕ-амăшне штраф та пачĕç, çирĕп асăрхаттарусем те пулчĕç. Анчах та ĕçĕн тĕп пĕлтерĕшĕ çакă мар. Штрафне вĕсем çак кунах тỹлеме пултарĕç. Ăнланса е ăнланмасăрах тунă йăнăша вăхăтра тỹрлетме пĕлни, хамăр чун панă ачасене пĕр ỹпкевсĕр те ỹкĕнỹсĕр пăхса çитĕнтер- ни вара пысăк ĕç те, виçесĕр яваплăх та.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика