27 января 2017 г.
Паян тĕрлĕрен сăлтавпа мошенниксен серепине çакланнă гражданинсем пирки хаçатсенче час-час çыраççĕ. Пĕрин банк картти çинчи укçине касса илнĕ, тепринчен суя СМС-кăпа кĕмĕлне хăпăтса илнĕ, виççĕмĕшне вара куç кĕрет чике тăршшĕ лартнă... Юлашки евĕр тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та çине-çинех пулнăран, çынсене питĕ асăрханма ыйтасшăн. Кала- çăвĕ акă мĕн пирки пырать. Кучухне чăнах та пластик чỹрече лартакан ăстасем çав тери хунаса кайрĕç. Çак майпа усă курса теприсем укçа тума шутланă иккен. Çакскерсем темиçе çул каялла çакнашкал кантăк ларттарнă çынсем патне пыраççĕ те кивелме ĕлкĕрнĕ чỹречине тỹлевсĕрех çĕнетме, тирпейлеме, тата ытларах ăшă тытакан тума шантараççĕ. Ăна-кăна пурнăçласси çинчен килĕшỹ çыраççĕ, яланхи йăлапах алă пустараççĕ... Çакăн хыççăн çеç вара кил хуçисем ĕнсине хыçма пуçлаççĕ. Алă пуснă хут çинче 7-8 пин тенкĕлĕх е тата ытларах та ĕç туни курăнать! Договор вара, вырăссем калашле, укçаран хаклăрах... Район центрĕнче пурăнакан икĕ çемье çак сăлтавпа шар курнă та. Апла пулсан, суя ăстасем сирĕн пата çитсен, вĕсене алăк уратинчен маларах ирттермелле те мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)